Çĕнĕ çул чăрăшĕ хака та ларма пултарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.12.2020, 10:06 Просмотров: 483

 ÇУЛТАЛĂКРИ чи хаклă та хаваслă уява - Çĕнĕ çула - кашни çемье капăрлатнă чăрăшпа кĕтсе илме тăрăшать. Хăшĕсем ăна лавккаран çеç туянаççĕ, теприсем вара вăрманта ỹсекен симĕс тумлă чиперккене урай варрине вырнаçтарма кăмăллаççĕ. Çавăнпа та Чăваш Енри Çут çанталăк министерствин "Вăрман хуралĕ" учреждени лесничийĕ Георгий Фомин район çыннисене вăрмантан хăйсем тĕллĕн каснă чăрăш пысăк тăкак кỹме пултарнине, уголовлă яваплăхпа çыхăннине те асăрхаттарать. Çакăншăн уйрăм граждансене 3 - 4 пин, должноçри çынсене 20 - 40 пин, юридика пĕлтерĕшлисене 200 - 300 пин тенкĕ таран штраф параççĕ. Апла пулсан Çĕнĕ çул уявĕн "илемне" ятарлă суту-илỹ вырăнĕнчен çеç туянмалла. Хальхи вăхăтра вăрман хуралçисемпе пĕрлех полици, ГИБДД сотрудникĕсем те вăрттăн-хĕрттĕн касакан сăтăрçăсене çирĕп сыхлаççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика