86 çулхи аксакалăн иккĕмĕш кĕнеки кун çути курнă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.12.2020, 10:07 Просмотров: 490

ШĂНКĂРТАМРА пурăнакан П. Салихов 86 çулта пулин те тăн-тăн çỹрет: пушă вăхăта усăсăр ирттермест, кил хуçалăхĕнче йышлă выльăх пăхать, çуллахи вăхăтра пахчара кăштăртатать, çимĕçсем çитĕнтерет. Çав вăхăтрах творчество "каçалăкĕнче" ĕçлеме те вăхăт тупать. Вăл ял историне, аталанăвне тĕпчет, культурипе, йăли-йĕркипе кăсăкланать. Вунă çул каялла педагогика ĕçĕн ветеранĕ (45 çул ялти шкулта физикăпа математика, черчени предмечĕсене вĕрентнĕ) хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине "Шыгырданы" ятпа пичетлесе кăларнăччĕ. Ун хыççăнах вăл тепĕр ĕçе кỹлĕннĕ, районта тутар тата чăваш халăхĕсем тĕпленсе пурăнса кайнине, ялсен историне тĕпчеме пикеннĕ, вĕсене малтан шурă хут çине шăрçаланă, каярахпа хăйех компьютерпа наборласа пуçтарнă. Çак кунсенче çеç Памир Мудировичăн истори пĕлтерĕшлĕ тепĕр кĕнеки - "Происхождение татарского и чувашского народов. История сел" кĕнеки кун çути курчĕ. Вăл алă туни хулăнăшах: 468 страницăран тăрать, сăн ỹкерчĕк те чылай. Автор çак паха ĕçшĕн архивра, вулавăшра сахал мар вăхăт ирттерни куç кĕрет.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика