ВАТĂСЕМ инкек-синкеке ура айĕнченех йăтăнса тухма пултарать, теççĕ. Çапах та тепĕр чухне вăл хамăртан та килет. Хальхи вăхăтра уйрăмах çамрăксем Çĕнĕ çула хатĕрленсе пиротехника хатĕрĕсене туянаççĕ. Вĕсене чăтăмлăх çитереймесĕр тĕрĕслесе пăхакансем те пур. Çавăнпа та илемлĕ çутă кăларса сирпĕнекен хатĕрпе питĕ пĕлсе усă курмалла, хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Чи пĕлтерĕшли - вĕсене тавар сутма ирĕк паракан сертификат пур сутуçăран çеç туянмалла. Ыттисем вара хăрушлăх кăларса тăратакан хатĕр пулма пултараççĕ.
Ноябрь 2024 |