Раççей Конституцийĕн кунĕнче çамрăк граждансене паспорт илнĕ ятпа саламласси районта ырă йăлана кĕчĕ.
Иртнĕ эрнере 14 çул тултарнă хĕрсемпе каччăсене район администрацийĕн пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Рудольф Селиванов, "Сыны Отечества" офицерсен юлташлăхĕн ертỹçин çумĕ, çар наукисен докторĕ Иван Николаев полковник, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов Раççей гражданинĕн паспортне алла илнĕ ятпа саламланă.
- Сирĕншĕн çакă асра юлакан кун пулĕ. Раççей Конституцийĕн кунĕнче эсир пурнăçри тĕп документа - Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне пĕрремĕш хут алла илтĕр. Çакă эсир пурнăçăн аслă çулĕ çине тухнине, пысăк яваплăха, çĕршывшăн ырă ĕçе çеç тивĕçлĕ пулнине ĕнентерет,-тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов çамрăксене паспорт илнĕ ятпа саламланă май.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |