Ĕç паттăрлăхне халалласа – сайт
Çулталăк вĕçлениччен пирĕн республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строительствине халалланă пĕрлехи информаци центрĕ ĕçлеме пуçлĕ. Ку проектăн тĕллевĕ – хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсен ĕç паттăрлăхне яланлăхах асра хăварасси. Малтанласа палăртнă тăрăх, çак ресурс 10 пайран тăмалла.
Кĕçех – Çĕнĕ çул
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Çĕнĕ çул пирĕн пата килет" курав уçăлнă. Арт-проект авторĕ - паллă ÿнерçĕ Каллиста Иванова. Ăна, ЧР Культура министерствипе ЧР Хĕрарăмсен союзĕ пулăшнипе йĕркеленĕскере, уçма РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, союз ертÿçи Наталья Николаева, культура министрĕ Светлана Каликова хутшăннă, Çĕнĕ çул кăмăлне вăратнăшăн ăшшăн тав тунă.
Медицина ĕçченĕсем спектакль пăхĕç
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ «Тавтапуç сире, хаклă тухтăрсем» акцие хутшăнни пирки унăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев декабрĕн 10-мĕшĕнче журналистсене пĕлтернĕ. Пуриншĕн те паллă: хальхи вăхăтра Чăваш Енре, Раççейре, тĕнчипех алхасакан коронавирус инфекцийĕпе кĕрешекен паттăр çынсем — медицина ĕçченĕсем. Çапах та Чăваш театрĕ пур енĕпе те ывăнса çитнĕ медиксене «чун апачĕпе» савăнтарасшăн. Çак тĕллевпе вĕсем валли Федор Павлов пьеси тăрăх лартнă «Ялта» музыка драмине ыркăмăллăх майĕпе кăтартасшăн. Çапла вара, çитес çулхи январĕн 15-мĕшĕнче театр медицина ĕçченĕсене ăшшăн кĕтсе илĕ.
«Хыпар» çемйи пысăкланнă
ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче информполитика министрĕ Михаил Анисимов Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» тата Сĕнтĕрвăрри районĕн «Пирĕн сăмах» хаçачĕсен редакцийĕсене «Хыпарпа» пĕрлештересси çинчен пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх – çакă тиражĕпе пĕчĕк районкăсене финанс тата кадрсен енĕпе пулăшма кирлĕ утăм. Бюджет укçипе усă курасси тухăçлăрах пулать-мĕн. Вырăнсенчи журналистсем хăйсен районĕсенчех ĕçлĕç, анчах райхаçатсен редакцийĕсен управлени функцийĕ пулмасть _ ку тивĕç Шупашкара куçĕ.
510 сусăра ĕçпе тивĕçтернĕ
Республикăра инвалидсене ĕçе вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Ĕçлев центрĕсенчен пулăшу ыйтнă 510 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Сусăрсене хăйсен ĕçне уçмашкăн пĕтĕмĕшле 188 пин тенкĕ парса пулăшнă.
Сăр урлă çул тунă
Сăр юханшывĕ шăннă май декабрĕн 11-мĕшĕнче унăн урлă çул тунă. Вăл Чулхула облаçĕнчи Пильна районĕнчи Наваты ялĕпе çыхăнтарать. Çул тăршшĕ – 150 метр. Пăр çийĕн каçмалли çула транспорт тата çуран çÿрекенсем валли сарнă. Транспорт виçи 3 тоннăран ытла пулмалла мар. Юханшыв урлă каçмалли çула çуркунне сÿтĕç.
Ноябрь 2024 |