Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта математика эрни иртрĕ. Ăна çак предмет патне ачасен интересĕсене ỹстерес, вĕсен тавракурăмне анлăлатас, кулленхи пурнăçра мĕн вĕреннипе анлăн усă курма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Математика пĕлĕвне ĕçре тата хуçалăх пурнăçĕнче çул пани те пĕлтерĕшлĕ.
Предмет эрни пуян та интереслĕ иртрĕ. Тарăннăн шутлама май паракан, тĕрĕслĕхе тупма пулăшакан, тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ патне çитерекен, тавçăрулăха мала хума ыйтакан мероприятисем пĕлĕве ỹстерме, юлташлăха çирĕплетме, яваплăха туйма вĕрентеççех.
Ачасем математика, физика, информатика предмечĕсем патне туртăм пуррине уççăн çирĕплетрĕç. Вĕренекенсем сăнама та пĕлеççĕ, хăйсем тĕллĕн аталанма пултарнине те кăтартрĕç. Вĕрентекенпе вĕренекен хушшинчи çыхăну та çирĕпленчĕ.
Ф. Козлова, Г. Начаева вĕрентекенсем мероприятисене пурте хастар хутшăнччăр тесе тăрăшрĕç. Эрне вĕçĕнче çĕнтерỹçĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Р. САБИТОВА, математика циклĕнчи предметсен методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи
Ноябрь 2024 |