Утса сывлăха çирĕплетеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2020, 17:00 Просмотров: 501

Ульяновкăра харсăр халăх пурăнать. Тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем килте каçсерен алă усса лармаççĕ. Хуçалăхри ĕçсене тирпейленĕ хыççăн урама уçă сывлăша утма тухаççĕ. Ишлĕ ялĕ еннелле каякан çулпа вашлаттараççĕ çеç. Ял хыпарĕсене сỹтсе яваççĕ. Район пурнăçĕпе интересленеççĕ. "Авангард" хаçата çырăнмасăр юлмаççĕ пулин те камăн пĕр вăхăтра ĕçленĕ тус-юлташĕ юбилейне паллă тăвать, мăшăрланнăранпа çавра паллă пулнине палăртать, мăнукĕн вĕренỹре çитĕнĕвĕсем пур тата ыттине те аса илеççĕ. Сăмах çумне сăмах хушăнать, хыпар çумне хыпар. Интереслĕ те.

Йышра тăххăрмĕш теçеткене вакланисем, унран кĕçĕнреххисем те пур. Валерий Васильева, клубра ĕçленĕ Лидия Васильевăна, сысна ферминче вăй хунă Николай Чинуковпа Лидия Михайловăна, колхоза утнă Нина Тихоновăна, Владимир Катыкова курма пулать кунсеренех.

О. НИКИФОРОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика