Ачалăх — патшалăх хӳттинче
Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çумĕнчи Ачалăх вунăçуллăхĕпе килĕшӳллĕн мероприятисем йĕркелес енĕпе ĕçлекен Канашăн ларăвĕ иртнĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă ларура çулталăк ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ĕçлев министрĕ Алена Елизарова, спорт министрĕ Василий Петров, ЧР ача прависен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева доклад тунă.
Яваплăха туймалла
Олег Николаев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин парассипе, ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелемесĕрех тупăш илекенсен шутне чакарассипе çыхăннă ыйтусене координацилекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвне ирттернĕ. Унта шалу ĕç килĕшĕвĕнче палăртнă кунсенче паман, парём пысăкланнă предприятисен ертÿçисене итленĕ. Вĕсен администрацийĕсем парса татма тăрăшаççĕ-ха, анчах тĕрлĕ сăлтава пула ĕçлекенсемпе татăлаймаççĕ. Ларура çак йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре тишкернĕ.
Гранта тивĕçнĕ
Республика кунĕ çитес çул Çĕмĕрле районĕнче тата Шупашкар хулинче иртмелле. Çавна май асăннă район ятарлă конкурсра çĕнтерсе гранта тивĕçнĕ.
Проектсемпе паллаштарнă
Чăваш Енри пултаруллă çамрăксем, Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» конкурсăн финалне хутшăннисем тата унта çĕнтерсе федераци грантне çĕнсе илнисем «ИСЕРВ» компанире пулса курнă. «ИСЕРВ» компани волонтерсем валли мобильлĕ приложени хатĕрленĕ, унпа Раççей Президентне Владимир Путина онлайн-форумра паллаштарнă. Пĕтĕм Раççейри конкурсăн финалне тухнисемпе çак IT-компанин ертÿçи, Шупашкар хулин Пухăвĕн депутачĕ Владимир Лидерман тата ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин, массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Юлия Стройкова тĕл пулса калаçнă.
Наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланнине сÿтсе явнă
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕпе проект ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕ иртнĕ. Унта наци проекчĕсем пирĕн республикăра кăçал 11 уйăхра мĕнле пурнăçланнине сÿтсе явнă. Вице-премьер - экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов 2020 çулта наци проекчĕсен тытăмне кĕрекен регион проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн 17 ытла миллиард тенкĕ янине пĕлтернĕ.
Виçĕ района ытларах кайнă
«Земство тухтăрĕ» программăпа 2020 çулта – 47 тухтăр, «Земство фельдшерĕ» программăпа 78 фельдшер республикăри ялсенче ĕçе пуçăннă. Земство тухтăрĕсем Канаш, Шупашкар, Патăрьел районĕсене ытларах кайнă.
Конференци иртнĕ
Етĕрнере Н. Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа «Ашмарин вулавĕсем» конференци иртнĕ. Маларах «Н.И.Ашмарин – основоположник современного научного чувашского языкознания» тата «Великий чувашский лингвист, тюрколог и этнограф» сборниксем кун çути курнă.
Хир сыснисем хулана иленнĕ
Шупашкар хулине хир сыснисем иленнĕ. Вĕсем Лакрей, Гузовский ячĕллĕ вăрмансенче, Сад урамĕнчи çырмара йĕкел, пан улми çиеççĕ.
Ноябрь 2024 |