ÇУТÇАНТАЛĂКĂН кирек хăш вăхăчĕ те спортсменсемпе спорта юратакансемшĕн, сывă пурнăç йĕркине хапăллакансемшĕн чăрмав мар. Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионти каток та кулленех ачасемпе çамрăксен сассипе тулать. Вĕсем пăрлантарнă вырăнта конькипе ярăнса савăнаççĕ. Сăмах май каласан, каток ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 21 сехетченех ĕçлет. Иртнĕ эрнере унăн çăмăллăхĕпе 100 ытла çын усă курнă. Кунтах тĕрлĕ çулхи хĕрарăмсемпе арçынсем Скандинави уттипе хул-çурăмне тĕреклетеççĕ, сывлăхне çирĕплетеççĕ. Куллен стадиона çак тĕллевпе 60-тан кая мар çын пуçтарăнать.
Çак кунсенче çеç Çĕнĕ Ахпỹртре, Кзыл Камышра, Нăрваш Шăхалĕнче, Кивĕ Ахпỹртре, Тутар Сăкăтĕнче те хĕллехи спорт сезонне уçнă, катоксенче ярăнма, выляма пуçланă. Çывăх вăхăтра хоккей площадкисенче хĕрỹ ăмăртусем те иртме пикенĕç.
Ноябрь 2024 |