ЮЛАШКИ вăхăтра район центрĕнче хаçат-журнал валеçекен почтальонка çитменни вулакана пăшăрхантарать. Ỹркенменннисем вара ют ялтанах çак ĕçе пурнăçлама çỹреççĕ. Акă, Галина Иванова Патăрьелсене Алманчăран килсе хаçат салатать, пенси укçине валеçет, хаçат-журналне те çырăнтарать. Çак ĕçре нумай вăхăт мар пулин те Галина Алексеевна Патăрьелсемпе пĕр чĕлхе тупма та ĕлкĕрнĕ. Ватăсемпе - ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла хутшăнма пурнăç опычĕ çителĕклĕ виçĕ ача амăшĕн. Çамрăклах автомашина рулĕ умне ларнă хĕрарăм хаçатне те "хурçă утпах" валеçет. Ăна урам вĕçне хăварать те вулакан патне васкать. "Ĕçĕ начар мар. Çынпа курса калаçатăн, паллашатăн. Шансан, малалла та ĕçлеме хатĕр",- тет кăмăлтан почтальонка. Ỹркенмен ăста та пулать, халăха та юрать.
Ноябрь 2024 |