УСАЛĂН ури саккăр теççĕ. Апла пулин те паян мошенниксем хăйсем валли услам тăвас тĕллевпе унта-кунта машинăпа куçса çỹремеççĕ. Çынсене "ырă" тума васкакан ĕçсене ниçта тухмасăрах, кĕсье телефонĕпех татса параççĕ. Вĕсен банк ĕçченĕн ролĕнчи калаçăвĕ вара чылай чухне пĕрешкел: "сирĕн счет çинчи укçана касса илесшĕн", "сире тивĕçекен кредита ырланă" тата ытти те. Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Енчен те палламан çын сирĕнпе çывăхланса калаçасшăн пулсан телефона тỹрех сỹнтерĕр, хăвăр пирки ăна нимĕнле информаци те ан парăр. Çакă сире ултавçă серепине çакланасран, счет çинчи укçăра касса илесрен сыхлĕ.
Ноябрь 2024 |