Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче преподавательсемпе производство вĕрентĕвĕн мастерĕсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашассине тĕпе хураççĕ. Çавна май уçă уроксем ирттереççĕ. Вĕсене кирек кам та кĕме пултарать. Ун пек чухне вĕрентекен ĕçĕн çĕнĕ мелĕсене анлăнрах усă курма тăрăшать. Кăçал та çаплах пулчĕ. Р. Воробьева преподаватель, акă, вырăс литератури урокĕнче М. Шолоховăн "Родинка" калавĕнчи геройсен шăпипе паллаштарни, Т. Михеева вырăс чĕлхи урокĕнче паллă ячĕ çинче чарăнса тăни, Л. Мальцева истори урокĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрне тишкерни, Н. Захарова биологи темине студентсем патне çитерме пултарни, производство вĕрентĕвĕн мастерĕ В. Маркиданов вĕрентỹ практикине ачасене явăçтарни пысăк интерес çуратрĕ.
Занятисем вăхăтĕнче преподавательсем малта пыракан ĕç опытне палăртма, вĕрентỹ методикине тĕпе хума тăрăшрĕç.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |