Хушма хуçалăх - ял çыннишĕн пуянлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 18.12.2020, 11:18 Просмотров: 351

Юлашки çулсенче ялсенче çĕнĕ çуртсем хушăнса пыни, юхăнма пуçланă хуçалăхсем çĕнелни савăнтарать. Çынсем çулсеренех çурт-йĕрне çĕнетеççĕ, хуралтисене юсаççĕ, кил-тĕрешре ытти пархатарлă ĕçсем те чылай пурнăçлаççĕ.

Паян ял халăхĕ ĕлĕкхи евĕр кунсерен ĕçе утмасть пулин те пурнăçа сыпăнтарса пырать. Вĕсене йывăрлăхран тухма пулăшаканĕ - хушма хуçалăх, Çĕр-аннемĕр.

Турхан ял тăрăхĕнчи ялсем пурте вăрманпа юнашар вырнаçнă. Çавăнпа çынсем ĕлĕкех ĕне, сурăх, лаша тата ыттине те усранă. Халĕ те çаплах. Ялсенче хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытакансем йышлă. Çак ĕçпе çамрăк çемьесем кăсăкланни те пархатарлă. О. Кошкин, сăмахран, контрактпа службине ирттернĕ хыççăн ялта тĕпленсе ĕçлесе пурăнать. Çак çемье хуçалăхра 5-6 ĕне тытать. Унсăр пуçне вĕсем пахча çимĕç туса илессипе те тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ ыттисене те хавхалантарать.

Унчченсенче пирĕн енче пурăнакансем Патăрьел районĕн "бренчĕ" шутланакан севока туса илмен. Юлашки çулсенче çак "чир" пирĕн тăрăхра та сарăлсах пырать. Турханти Лукьяновсем, Кудряшовсем, Кокельсем, Упамсари Стефейкинсем, Самаринсем çак культурăна çитĕнтерсе илессипе тимлеççĕ. Осиповсем хăйсен вăйĕпе ыхра туса илме хăнăхса пыраççĕ. Кăçал та ăна кĕркунне çителĕклех лартса хăварнă.

Хальхи вăхăтра килти хушма хуçалăх - ял çыннишĕн çăлăнăç, пуянлăх шутланать. Çавăнпа чылайăшĕ пурнăçа хуçалăх, çемье вăйĕпех сыпăнтарса пырать.

Е. ЯКОВЛЕВА, Турхан ял тăрăхĕн специалисчĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика