Çитес халăх çыравĕ вăхăтĕнче çынсене тата пуçтарнă информацие епле хỹтĕ- лесси пирки Раççей статистики каласа панă. Алтай Республикинче декабрĕн 4-мĕшĕнче "Хăрушсăр çырав - пуласлăхри шанчăк" темăпа "çавра сĕтел" иртнĕ.
Раççей статистикин ертỹçи Павел Малков палăртнă тăрăх, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ цифрăллă пĕрремĕш çакнашкал пысăк мероприяти кăна мар, çынсен пурнăçĕшĕн чи хăрушсăрри пулĕ. Тĕрлĕ инкек курасран, эпидемиологи тата информаци тĕлĕшĕнчен.
Халăх çыравĕн тĕп тапхăрĕ 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен иртет. Çитме йывăр районсенче вăл кăçалхи октябрьте пуçланнă та çитес çулхи июньччен тăсăлать. Алтай Республики çавăн пек регионсен шутĕнче.
Иртнĕ вунă çулта çĕршывра тата республикăра чылай улшăнусем пулса иртнĕ. Вĕсемпе Алтай Республикин Правительство пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Виталий Махалов паллаштарнă. Çырав шăпах паянхи Раççейĕн тĕрĕс сăн ỹкерчĕкне тума тата бюджета планлама май парать.
Апрельте иртекен çыравăн хăйне евĕрлĕхĕ - харпăр хăй пирки Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче (Госпортал) пĕлтерме май пурри. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен унта кĕрсе çырав листисенчи ыйтусене хуравласа тултармалла кăна.
Çыравçăсен пурнăçне сыхлама шалти ĕçсен пайĕн уйрăмĕсем, власть органĕсем пулăшĕç. Çавăн пекех инçетренех курăнакан, "çутта каялла тавăракан" паллăсемпе, техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерĕç. Унсăр пуçне 360 пин çыравçă пурнăçне "СберСтрахование" компанире страхланă.
Ялсенче çыравçăсене пĕр-пĕринпе куллен хутшăннăран пурте паллаççĕ. Пысăк хуласенче вара ют çын сирĕн пата пырать. Вĕсенчен ытларахăшĕ студент е пенсионер. Уйăрса илме ятарлă паллăсем пулаççĕ: шарф, жилет тата сумка. Пĕрле паспорт тата удостоверени кирлĕ.
Цифрăллă пĕрремĕш çыравра даннăйсене хỹтĕлесси пĕрремĕш вырăнта. Павел Малков çырав пĕтĕмлетĕвĕсенче кашни уйрăм çын ячĕ çырăнманнине каланă.
360 пин çыравçăна информаци пуçтарма планшет параççĕ. Вĕсене тата унта вырнаçтарнă программăна Раççейре туса хатĕрленĕ тата тивĕçлĕ органсенче сертификациленĕ. Çырав вĕçленнĕ хыççăн планшетсене бюджет шучĕпе тытса тăракан медицина, вĕренỹ е социаллă учрежденисене параççĕ.
Раççейре 131 пин те 609 ялпа хула. Вĕсенчен 99 процентĕнче çуртсен адресĕсене тĕрĕсленĕ, йĕркене кĕртнĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен иртет.
(Чăвашстат)
Ноябрь 2024 |