Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе ФСК "Паттăр" выпускникĕсем Кемĕр облаçĕнчи Гурьевск хулинче триатлон енĕпе иртнĕ Раççей ăмăртăвĕнче çитĕнỹпе палăрнă. 16-19 çулхисем хушшинче Егор Селиванов ылтăн,13-14 çулхисем хушшинче Полина Хураськина кĕмĕл медале тивĕçнĕ. "Кросс-дуатлон" (кросс тата велочупу) дисциплининче çĕршыври 13 регион спортсменĕ тупăшнă. Пĕтĕмĕшле Чăваш Ен триатлонисчĕсем çичĕ медаль çĕнсе илнĕ.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |