Николай ТИНЮКОВ, Патăрьел районĕн пуçлăхĕ, район тĕп больницин тĕп тухтăрĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин пресс-конференцие пурне те пăшăрхантаракан ыйтуран, короновирус чирĕнчен пуçларĕ. Журналистсем пĕрин хыççăн тепри пандемие парăнтарассине, унăн малашлăхĕ халăх пурнăçне витĕм кỹнипе кăсăкланчĕç: чир экономикăна мĕнле хавшатни, производство чакни, онлайн-вĕрентỹ ачасен пĕлỹ шайне чакарма пултарни, аптекăсене эмелпе тивĕçтересси, коронавируспа чирлисене медицина препарачĕпе тỹлевсĕр пулăшасси, чиртен асăрханса прививка тутарасси, вакцинăсен пĕлтерĕшĕ тата ытти те.
Çынсен сывлăхĕпе, коронавируспа çыхăннă ыйтусене Владимир Владимирович тĕплĕн хуравларĕ. Ку тĕлĕшпе пурне те медицина специалисчĕсен сĕнĕвĕсене пăхăнма, хăрушлăха пĕрлехи ăнланулăхпа парăнтармаллине чĕнсе каларĕ.
Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Кăçал Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин йĕркелекен пресс-конференци ытти çулхипе танлаштарсан куçа-куçăн мар, онлайн мелĕпе иртрĕ. Коронавирус пандемийĕ "Тỹрĕ лини" форматне улăштарчĕ пулин те, хаçат-журналта, радио-телевиденинче тăрăшакан журналистсем, волонтерсем, ытти граждансем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене çĕршыв Ертỹçине тỹрреммĕнех çитерчĕç.
Пресс-конференцире хускатнă ыйтусем анлă, тĕрлĕ енлĕ. Владимир Владимирович вĕсене пурне те тулли хурав пачĕ. Хăйĕн хуравĕсенче çĕршыв экономикине çирĕплетессипе, наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентỹре, цифра экономикинче, çынсене ĕçпе тивĕçтерес, социаллă ыйтусене татса парас тата ытти енĕпе те правительство малашне те йывăрлăхсене пăхмасăр ĕçлеме тĕллев лартнине каларĕ, çулсеренех производствăна ỹстерсе пырса çынсен пурнăç шайне лайăхлатмаллине çивĕчлетрĕ. Сăмах май каласан, наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн Патăрьел районĕнче халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн сахал мар ĕç пурнăçланать. Коронавирус пандемийĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр эпир кăçал та наци проекчĕсемпе декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 40 961,8 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçлама пултартăмăр.
Пресс-конференцире коронавирус йывăрлăхĕсемпе çыхăннă ыйтусем те чылай пулчĕç. Вĕсене эпир те районта тивĕçлипе татса пама тăрăшатпăр.
Мария МАДЮКОВА, Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
- Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн пресс-конфенренцине тимлесех итлерĕм. Унта пандеми чирĕ çинчен пĕр хутчен çеç мар сăмах хускатрĕç. Кăшăлвируспа кĕрешме тĕнчери пĕр çĕршыв та хатĕр пулмарĕ. Раççейре вара кĕске хушăрах пациентсене сиплемелли хушма больницăсем хута яма пултарчĕç. Чи малтан вакцина кăларчĕç. Халăха çак вăхăтра электроэнергишĕн, газпа усă курнăшăн тỹлевпе татăлмалли вăхăта пени хушмасăр тăсма ирĕк пачĕç. Ача амăшĕсене пособи парассине улшăнусем кĕртрĕç. Куллен кирлĕ апатсен сутлăх хакĕ ỹснĕрен (сахăр песукĕ, тип çу, çăнăх, çĕршывра вĕсене çителĕклĕ туса илнĕ) малашлăхра ăна шайлашуллă тытса пырасси çинчен те пычĕ сăмах. Йывăрлăхсем маларахри çулсенче те пулман мар. Халĕ те Владимир Владимирович ертсе пынипе вĕсене çĕнтеретпĕрех.
Рифкать САФИУЛЛОВ, Патăрьел, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин журналистсемпе çуллен йĕркелекен пресс-конференцие кашнийĕнчех итлеме тăрăшатăп. Çакăн пек мероприяти питĕ кирлĕ тесе шухăшлатăп. Вăл халăх шухăшне пĕлме, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса иртекен ĕçсене тĕрĕс хак пама май парать. Владимир Владимирович патне çитекен ыйтусене вырăнти влаçсем те татса парассипе ытларах вăй хума пуçăнасса шанас килет.
Президент паянхи çăмăл мар лару-тăрура та йывăрлăхсене çĕнтерсе Раççей экономикине аталантарма май тупнине, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене пулăшма тăрăшнине илтме питех те кăмăллă.
Ноябрь 2024 |