Çĕнĕ çул алăкран шаккать. Ăна ачасем те, аслисем те чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Анчах коронавирус чирне пула кăçалхи уяв кунĕсене урăхларах ирттерме тивет. Клубсемпе культура çурчĕсенче бал-маскарад йĕркелеме юрамасть. Концертсене ирттерес пулсан та залсенче лармалли вырăнсен 50 процентне çеç куракансемпе тултарма юрать.
Шкулсемпе ача сачĕсенче Çĕнĕ çул елкисене классемпе ушкăнсенче çеç тума ирĕк параççĕ. Палăртса хăвармалла, вĕсене ашшĕ-амăшĕн каймалла мар.
Спорт ăмăртăвĕсене йĕркелеме чармаççĕ. Анчах каллех тупăшусене куракансемсĕр ирттермелле.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем спортсăр пурăнаймаççĕ. Йĕлтĕрпе ярăнма тухма май пур. Спорт залта пĕр вăхăтра 25 çын пулаять, уçă сывлăшра - 50 çын.
Районта коронавируса пула йышăннă чарусене пăхăнассине тĕрĕслекен мобильлĕ ушкăнсем ĕçлеççĕ. Анчах вĕсем пур çĕре те çитсе ĕлкĕреймеççех. Хамăрăн ăнланулăх малта тăмалла.
Короновирус сарăлнă вăхăтра, паллах, пурин те чару мерисене пăхăнмалла. Унсăрăн эпир вируса часах парăнтараймăпăр. Йышăнусем çине алă сулакансем те пур. Кафесемпе ресторансенче, юрамасть пулин те корпоративсем, юбилейсем йĕркелекенсем те туйăнаççĕ.
65 çултан аслăраххисен килтен тухмасан лайăхрах. Çынсем йышлă пулакан çĕртен пурин те пăрăнма тăрăшмалла.
Пурнăç малаллах шăвать. Мăшăрланакансене регистрацилесси те пырать. Çырăнтару залне вара 20 çынран ытлашши кĕмелле мар.
Хамăра хамăр вирус лекесрен асăрханас тесен килте ачасем патне Хĕл Мучипе Юр пикене те чĕнер мар.
Алăсене супăньпе çăвассине малалла та тытса пымалла. Вĕсене антисептикпа сăтăрни те усăллă. Пĕр-пĕринпе алă тытса сывлăх сунмасан та юрать.
Йĕркене çирĕп пăхăнни çеç пире чир-чĕртен хỹтĕленме пулăшĕ, сывлăха хавшатмĕ, Çĕнĕ çула савăк кăмăлпа кĕме май парĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |