Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра ăнăçлă аталанса пыракан районсенчен пĕри. Çакă чăн малтанах пирĕн район кашни сферăра - строительствăра, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентỹре, культурăра, ял хуçалăхĕнче тата ытти отрасльте те - тĕрлĕ шайри программăпа проекта хутшăнса çулсеренех халăха пурăнмалли хăтлă условисем туса пани, ял малашлăхĕшĕн тăрăшни. Юлашки çулсенче районти Общество канашне ертсе пынăран ыйтусене район администрацийĕпе республика ертỹлĕхĕ пĕр-пĕрне ăнланса татса панинчен килнине çирĕплетсех калатăп. Çакна та палăртма кăмăллă: Патăрьел районĕ инфратытăма аталантармалли федераци, республика шайĕнчи проектсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе начар мар ĕçлесе пырать. Халăхăн хăтлă пурнăçĕ, ялсем çĕнелсе улшăнасси аталану çул-йĕрĕнчен килет. Çывăх çулсенче района пур енлĕн аталантарас тĕллевпе йышăннă программа та анлă. Çакă, паллах, пире, ялта пурăнакансене, ырă шанăç кỹрет.
Районти АПК канашĕн ветеранĕ пулнă май, юлашки çулсенче район администрацийĕ ял хуçалăх отрасльне пысăк тимлĕх уйăрнине те палăртса хăварасшăн. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан çĕр ĕçченĕ ытларах пахча çимĕç çитĕнтерсе, выльăх-чĕрлĕх усраса укçа-тенкĕ ĕçлесе илет. Çавăнпа та паян ял хуçалăхне аталанма патшалăх енчен пулăшни уйрăмах кирлĕ. Районта инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе 10 ферма (755 пуç, 60 миллион тенкĕлĕх), 4 сысна ферми (450 пуç, 16 миллион тенкĕлĕх), 350 пуç лаша вырнаçакан икĕ ферма (9 миллион тенкĕлĕх), 100 пуç тăракан пăру вити (6 миллион тенкĕлĕх), 1240 тоннăшар кĕрекен 6 пахча çимĕç управĕ (24 миллион тенкĕ), 7 тырă склачĕ тума палăртнă. Унсăр пуçне аш-какай тирпейлемелли икĕ производство цехĕ хута каймалла тата ытти те. Паллах, çаксем пурте район халăхне хăйсем туса илекен продукцие вырăнтах вырнаçтарма май паракан объектсем.
Районти Общество канашĕн членĕсем 2019-2020 çулсенче ял тăрăхĕн территорийĕсене комплекслă аталантарассипе ĕçлекен Пикшик, Первомайски тата ытти поселенисенче пулчĕç, вĕсен опычĕпе паллашрĕç. Икĕ ял тăрăхĕ те пуçару бюджечĕн программипе тата "Ял территорийĕсене аталантармалли", "Пурăнмалли çурт-йĕр" программăсене хутшăннă. Хирти Пикшикре "Хальхи хула хăтлăхĕ" проектпа вăтам шкул умĕнчи сквер территорине тирпей-илем кĕртсе пысăк ĕç турĕç.
Аслă çулхисен пĕрлĕхĕ районта çĕнĕ объектсене уçнă ятпа йĕркелекен мероприятисене те хутшăнать, вырăнти халăхпа курнăçса калаçать, вĕсен шухăш-кăмăлне районти власть патне çитерет.
А. САМАКИН, АПК ветеранĕсен канашĕн членĕ
Ноябрь 2024 |