Тавралăх капăрланни савăнăç çеç кỹрет

Категория: Публикации Опубликовано: 25.12.2020, 09:51 Просмотров: 244

Паян пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, шав малалла шăвать, улшăнать, çĕнелет. Шăпах çакă ял çыннине мал ĕмĕтпе пурăнма хавхалантарать те. Хамăрăн тавралăх капăрланни, хулари евĕр хăтлăланни пурин кăмăлне те çемçетет. Кăçал октябрь пуçламăшĕнче Сăкăтсем те çакнашкал савăнăçа ял-йышпа пĕрле пайларĕç. Виçĕ хутлă вăтам шкула хирĕç вырнаçнă кỹлĕ таврашĕнче канма, уçăлса çỹреме, тавралăхпа киленме капăр сквер хута кайрĕ. Ăна шăпах наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланă.

- Эпир çамрăк чухне пирĕн ялта мăнаçланмалли çуртсем, объектсем çукчĕ темелле. Пурте кивĕччĕ, юхăнас енне сулăннисем те пурччĕ. 20-30 çулта Сăкăт ялĕ тĕлĕнмелле çĕнелчĕ, капăрланчĕ. Социаллă культура объектсем çеç хута кайни мар, ял хуçалăхĕнче те витесем çĕнелчĕç, управсем уçăлчĕç, çĕнĕ магазинсем ĕçлеме пикенчĕç тата ытти те. Турра ĕненекенсем валли хамăр ялтах чиркỹ ĕçлени те ял çыннин кăмăлне тивĕçтерниех.

 Икĕ уйăх каялла вара аслă çул айккинчи кỹлĕ лапамне йĕркене кĕртсе сквер уçрĕç. Кунта çыран хĕррисене вак чулпа çирĕплетнĕ, утма çулне брусчатка сарнă, капăр карта тытнă, саксем вырнаçтарнă тата ытти те. Скверта паян та хĕллехи çанталăка пăхмасăрах çамрăксем, ача амăшĕсем пепкисемпе уçăлма, канма тухаççĕ. Çулла кунти тавралăха тĕрлĕрен çеçке тата ытларах илем кỹрĕ. Патшалăх пулăшса тунă сквера япăхма çеç парас марччĕ, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Л. Су- лагаева ĕç ветеранĕ.

Н. ЛАВРЕНТЬЕВА, Сăкăт ял тăрăхĕн тĕп специалист- эксперчĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика