Кашни ача çитĕнĕвĕ патшалăха кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.12.2020, 09:59 Просмотров: 245

 "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикинче сакăр проект пурнăçа кĕрсе пырать. Иртнĕ çул ялти шкулсенче вĕренекен ачасене физкультурăна тата спорта явăçтарма кирлĕ услови туса памалли тĕллевпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти спорт залĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Кунти ĕçсене пурнăçлама 2006,4 пин тенкĕ укçа кайнă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул районта чи пысăк вĕренỹ учрежденийĕ. Шкулта вĕрентекенсем ачасене тарăн пĕлỹ парас, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталанма, малашнехи пурнăç çулне суйласа илме пулăшас тĕллевпе тимлеççĕ. Çавăн пекех çитĕнекен ăру мĕн ачаран хăйĕн сывлăхне тĕреклетсе, хул-çурăмне çирĕплетсе ỹсчĕр тесе тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпе кунта тĕрлĕрен секци ĕçлет, шкул чысне хỹтĕлекен спортсменсемпе физкультура учителĕсемпе тренерсем спорт залĕсенче хушма занятисем ирттереççĕ.

 Хаклав

В. СОЛДАТОВ, физкультура учителĕ:

- Кашни шкулта чăн малтанах ачасене вĕренме, хушма пĕлỹ илме, спорт енĕпе хăйне аталантарма услови пулмалла. Ку тĕлĕшпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ыттисемшĕн ырă тĕслĕх тесе палăртасшăн. Паян шкулта ачасен сывлăхне çирĕплетме, тренировкăсем ирттерме, тĕрлĕрен ăмăрту йĕркелеме икĕ спорт зал ĕçлет. 2019 çулта "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе вĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн кунта тăрăшма та, ачасемпе секцисенче вăй пухма та кăмăллă. Унсăр пуçне пирĕн спорт залĕсенче район, республика шайĕнчи ăмăртусем те час-часах иртеççĕ. Ветерансем, спорта юратакансем каçсерен волейболла выляççĕ. Урăхла каласан, залсем пушă тăмаççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика