Кунашкал шкула камăн çỹрес килмĕ?

Категория: Публикации Опубликовано: 25.12.2020, 10:01 Просмотров: 232

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурнăçăн кашни сферинчех наци проекчĕсем, патшалăх программисем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вăл шутра вĕрентỹ отраслĕнче те ырă улшăнусем чылай.

Акă, "Вĕрентỹ" наци проекчĕн "Хальхи вăхăтри шкул" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнче çĕршыври вĕрентỹ учрежденийĕсенче цифрăллă тата гуманитари профильлĕ "Точка роста" центрсем уçăлчĕç. Çак чыс республикăри 40 пĕлỹ çуртне, вĕсен шутĕнче Первомайскинчи, Хирти Пикшикри, Патăрьелĕнчи вăтам шкулсене тивĕçрĕ. Çавăн пекех кăçал Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсенче те çакнашкал центрсем уçăлнă. Паян вĕсенче ачасем хавхалансах хăйсен пĕлĕвне малалла аталантараççĕ. Центрсенче вĕренекенсене тарăн пĕлỹ илме мĕн пур услови çителĕклĕ: интерактивлă комплекс, квадракоптер, манекер тренажерĕсем, принтерсемпе сканерсем, ноутбуксем тата ытти те. Ку чухнехи электронлă техника вĕренекенсене тарăн пĕлỹ илме пулăшать. Вĕренỹ программисем те çĕнĕ.

 "Точка роста" центрсем ачасене математика, технологи, информатика, ОБЖ предмечĕсемпе уйрăмах тарăн пĕлỹ илме пулăшаççĕ. Вĕрентỹ технологийĕн çĕнĕ мелĕсем проект ĕçĕсене пурнăçлама, вĕрентỹри паха пĕлĕве алла илме, малашнехи пурнăç çулне суйласа илме те май парать. Çакăншăн шкул ачисемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă.

А. ГАЛКИНА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика