Сыпёнтарса пурёнма шантарать

Категория: Публикации Опубликовано: 29.12.2020, 15:47 Просмотров: 211

Вăкăр 2021 çул лăпкăрах пулассине шантарать. Йĕкехÿре кăçал веç пăтратрĕ. Телее, кĕçех вăл хăйĕн шăтăкне кĕрсе пытанĕ. Вăкăр вара пĕтĕмпех хăй вырăнне лартĕ.

Анчах та çапла пултăр тесен пурин те тăрăшмалла. Вăкăр чее, кахал çынсене юратмасть. Ĕçченнисене вара пысăк çитĕнÿсем тума пулăшĕ. Вăйлăскер тата шанчăклăскер хастар çынсене бизнес йĕркелеме, пысăк должность йышăнма хавхалантарĕ.

Пултарулăх çыннисемшĕн çулталăкĕпех ăнăçу пулĕ. Вĕсем хăйсем лартнă тĕллевсене çăмăллăнах пурнăçлĕç.

Укçа-тенкĕ енчен Вăкăр перекетлĕ пулсан пурнăçа аванах сыпăнтарса пыма май килнине шантарать.

Чи пахи – çемьесенче лăпкăлăх хуçаланĕ. Вăкăр пысăк улшăнусене кăмăлламасть, çавăнпа та 2021 çулта  та ырă йăла-йĕркене тытса пырсан питĕ аван пулмалла. Вăхăта ытларах çывăх çынсемпе ирттерме тăрăшмалла, вĕсен шухăшне шута илме тăрăшмалла.

Вăкăр 2021 çул  пĕтĕмĕшле тикĕс иртессине палăртать. Çулталăк уйрăмах ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă пулĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика