Январĕн 7-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Христос çуралнă куна паллă тăваççĕ. Вăл – чи çутă уявсенчен пĕри. Ăна çывăх çынсемпе кĕтсе илме сĕнеççĕ.
Раштавра ĕçлени çылăх. Çавăнпа уява малтанхи кунах хатĕрленме пуçламалла. Кил-çурта тирпейлемелле, пÿлĕмсене уяв пирки аса илтерекен япаласемпе капăрлатмалла, апат-çимĕç хатĕрлемелле. Уяв сĕтелĕ хушшине январĕн 6-мĕшĕнче тÿпере пĕрремĕш çăлтăр курăнсан лараççĕ. Çав çăлтăр тĕнчене Христос çурални çинчен пĕлтерекен Вифлеем çăлтăрĕ пулнине палăртать.
Раштав сĕтелне шурă çитти сарма хушаççĕ, уяв апачĕсемпе тултараççĕ. Асра тытăр: уяв пĕлтерĕшĕ тутлă апат çининче мар, чи хаклă çынсене пĕр сĕтел хушшине пуçтарнинче. Çавăнпа та кама та пулсан кÿрентернĕ тĕк каçару ыйтмалла. Хăвăрăн айăпа туймасан та пĕрремĕш утăм тума тăрăшăр. Уява таса туйăмсемпе, кÿренÿсем пирки манса кĕтсе илмелле. Çак кун хыççăн Çветке пуçланать. Вун икĕ куна савăнса, япăххи пирки шухăшламасăр çемьепе пĕрле ирттермелле.
Ноябрь 2024 |