Çĕнĕ ĕмĕтпе кĕретпĕр Çĕнĕ çул кĕрекине

Категория: Публикации Опубликовано: 29.12.2020, 15:49 Просмотров: 230

Владимир КИРГИЗОВ, Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Иртсе пыракан Йĕкехỹре çулталăкĕ уйрăм çынсемшĕн çеç мар, çĕршывшăн та çăмăлах пулмарĕ. Çапах та коронавирус пандемине парăнмасăр умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама тиврĕ.

 2020 çул маншăн паллă пулăмпа çырăнса юлчĕ, ял тăрăхĕн депутачĕсем Алманчă поселенийĕн пуçлăхĕ пулма шанчĕç. Халăх умĕнчи тивĕçĕмпе яваплăх пĕчĕк мар. Çывхарса килекен Çĕнĕ çулта ял тăрăхĕнче пурнăçламалли чи кирлĕ ыйтусене палăртрăмăр. Ял халăхĕн пурнăç условине лайăхлатас, вĕсен ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпе пĕрлехи вăйпа, пысăк ăнланулăхпа, хастарлăхпа пурнăçламалли ĕçсем сахал мар. Вĕсенчен хăшне-пĕрне патшалăх сĕнекен проектсемпе, программăсемпе пурнăçласшăн. Халăх пуçарулăхĕпе ĕçлес хастарлăха та ỹстересшĕн. Кунта, паллах, чăн малтанах депутатсем, старостăсем, ытти общественность представителĕсем, уйрăм хастарсем пĕрле пулни кирлĕ. Вăкăр çулталăкĕ пире мĕн пур йывăрлăхсене çĕнтерсе тухăçлă ĕçлеме пулăшасса шанатпăр. Ялта ФАПа, клуба юсаса çĕнетесси, тирпей- илем программипе çамрăксен паркне уçасси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка тирпейлесси, çулсене йĕркене кĕртесси тата ытти те пĕрлехи вăйпа татса памалли ыйтусем пулса тăраççĕ.

Владимир ФРОЛОВ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:

- Ял халăхĕн пурнăçĕнче ырă улшăну тăвасси, тăван тавралăх илемĕшĕн, хăтлăхĕшĕн кар тăрасси чăн малтанах вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ертỹçинчен, ăна пулăшса пыракансенчен килет. Ку тĕлĕшпе кăçал Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Халăх шанăçне кĕнĕ депутатсен çĕнĕ ушкăнĕ хăйсен малтанхи хастарлăхне кăтартма та ĕлкĕрчĕ темелле. Кĕске тапхăртах ялсенчи кĕперсене, каçмасене çĕнетрĕç, юсарĕç тата ытти те. Пĕрлехи субботниксене 30-40-рен кая мар çын хутшăнчĕ. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă май, çак кунсенче ял халăхне чылай çул канăçсăрлантаракан ыйтусемпе ĕçлеме пикеннине те палăртса хăварасшăн. Нумай пулмасть çеç Аслă Чементе çĕнĕ масар вырăнĕ пирки ыйту татăлчĕ, Тури Чакăра тума палăртнă клуб пирки те специалистсем ĕçе пикенчĕç, геологи анализĕсем паллă пулнă хыççăн ытти процедурăсем малалла кайĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен Çĕнĕ çула пысăк ĕмĕтпе, хавхаланупа кĕретпĕр, ырă мар пулăмсем хыçа юлччăр.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика