Коронавирус пандемине пăхмасăрах район çĕнелсе, хитреленсе пырать. Паллах, улшăнусем кĕртме федераци, республика шайĕнчи программăсем пулăшаççĕ. Вĕсен витĕмне кашни ялтах туйрĕç теме те пулать.
Чăваш Ишекĕнче федерацин "Вырăнти культура çурчĕ" программипе реконструкциленĕ, пурлăхпа техника базине пуянлатнă клуб декабрĕн 28-мĕшĕнче халăха хапăл турĕ. Сăмах май, объекта кăçалхи май уйăхĕнче юсама пуçăннă. Строительсем урайне, çурт тăррине, электропроводасене тата ыттине те - пурĕ 2,9 млн тенкĕлĕх - улăштарнă. Çĕнетнĕ клуб аякранах курăнать, халь вăл - ял илемĕ. Кунта ватти-вĕтти хаваспах çỹресси куç кĕретех. Ишексен савăнăçне пайлама район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Ыхра Çырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фенил Алиуллов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Решид Санзяпов хутшăнчĕç.
- Пирĕншĕн клуб - ял чунĕ тата чĕри тесех калас килет. Эпир кунта кулленхи ĕçсенчен канма килетпĕр. Малашне çĕнетнĕ культура çуртне утакансен шучĕ ỹссех пырĕ. Çĕнĕ çула пире çакăн пек пысăк парне тунăшăн республика, район ертỹçисене, ял тăрăх пуçлăхне чун-чĕререн тав тăватпăр, - терĕ АПК ветеранĕ Лидия Краснова.
Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакансем те 2020 çула ырăпа çеç аса илессе шанас килет. Кунта харăсах виçĕ объект хута кайрĕ.
- Клуба çĕнетни, фельдшерпа акушер пунктне, çул туни яла аталанма пулăшмалли, демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли вăй пуласса шанатпăр. Малашне çамрăксем ытларах юлччăр, хăйсен ĕçне йĕркелеччĕр, йăх-несĕлĕмĕрĕн ырă йăлине тытса пыччăр тесе тăрăшатпăр, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов мероприятие хутшăнакансем умĕнче тухса калаçнă май. Район пуçлăхĕ Николай Тинюков, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Ирина Лисенкова, ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăх министерствин "Автомобиль çулĕсен управленийĕ" хысна учрежденийĕн директорĕн çумĕ Станислав Любимов, ЧР культура министерствин пай пуçлăхĕ Инна Ильина, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ Зульфир Алигберов та çак шухăшах палăртрĕç.
Ялта клубĕ те, ФАПĕ те, çулĕ те питĕ кирлĕ. Фельдшерпа акушер пунктне "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн хăпартнă. Сиплев учрежденинче ĕçлеме, чирлĕ çынна пĕрремĕш пулăшу памалли условисем çителĕклĕ. Надежда Чернова фельдшерица çакăн пек хăтлă та илемлĕ, ăшă çуртра ĕçлеме май туса панăшăн хĕпĕртенине пытармарĕ.
Культура çуртне вара ЧР Пуçлăхĕн "Чăваш Республикинчи халăх пурнăçне лайăхлатмалли йышăнусем пирки" хушăвĕпе килĕшỹллĕн регион бюджетĕнчен уйăрнă укçапа юсанă.
Икĕ çухрăма яхăн тăсăлакан асфальтлă çул та халăхăн пурнăç условин пахалăхне ỹстерме тунă ĕçсенчен пĕри. Вăл шăпах ватти-вĕттине культура çурчĕ патне çăмăллăнах çитме май парать.
Ырă тунине ырăпах тавăрас, çуралнă тăрăха тата та хитрелетес тĕллевпе Кĕçĕн Арапуçĕнчи пуçаруллă çынсем яла пырса кĕнĕ çĕре стела вырнаçтарнă. Вăл килен-каяна халь кĕтсе илет, ăсатса ярать. Ăна та декабрĕн 28-мĕшĕнчех уçрĕç.
Çавăн пекех çак кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Пикшик ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ" сумлă ята тивĕçрĕ.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |