Çулсеренех районти ял тăрăхĕсем хушшинче экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетеççĕ. 2020 çул итогĕпе 3000 тата ытларах çын пурăнакан ял тăрăхĕсем хушшинче Патăрьел, 1000 - 3000 çынлисенчен Нăрваш Шăхаль, 1000 çынран каяраххисенчен Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсем çĕнтерỹçĕсем тесе палăртнă. Вĕсене пурне те инфратытăма аталантарма 100-шер пин тенкĕ укçа парса хавхалантараççĕ.
Çавăн пекех Ыхра Çырми, Сăкăт, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсем çĕнĕ автомашинăсене тивĕçнĕ.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |