ЯНВАРĔН 19-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Иисус Христос шыва кĕнине паллă тăваççĕ. Крещени Турра ĕненекенсемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ 12 уявсенчен пĕри шутланать. Кăшарни умĕн, январĕн 18-мĕшĕнче чиркĕве çỹрекенсем пĕр кун типĕ тытаççĕ.
Тĕн уявĕн йăли-йĕркине малалла тăсса пирĕн районта та Кăшарнире ваксем касса вĕсене сăваплаççĕ. Вăй-хăват çитерекенсем, Турра ĕненекенсем вĕсене чăмса тухса тасалаççĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх кăçал православи прихучĕсемпе калаçса килĕшнĕ хыççăн 9 ялта шыва кĕмелли вырăн хатĕрлесшĕн. Çакна та асăрхаттарса хăвармалла. Ытти çулсенчи пекех вак каснă, праçникре шыва кĕнĕ чухне те çынсен мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла.
Ноябрь 2024 |