Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Светлана Алексеевна чăн малтанах Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенчи канмалли кунсенче спортпа культура мероприятийĕсене коронавирус чирĕ малалла сарăласран асăрханса, мĕн пур йĕркене çирĕп пăхăнса ирттерсе янă пирки пĕлтерчĕ, çакăншăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тав турĕ, Кăшарни праçникĕнче те хăрушсăрлăх йĕрки тĕп вырăнта пулмаллине палăртрĕ.
Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталану пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатас тĕллевпе тунă килĕшỹсене пурнăçламаллине, 2021 çулта обществăлла инфратытăма аталантарас тĕллевпе вырăнти пуçарулăхпа пурнăçа кĕртмелли проектсем пирки калаçăва çивĕчлетрĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла. Районти 19 ял тăрăхĕнче çулсене юртан тасатса тăрас тĕллевпе13 подрядчикпа муниципаллă контракт тунă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çулсен паспортне тата диагностика тума сĕннĕ, çак тĕллевпе çулсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăма тỹрремĕнех муниципаллă контракт тумалла маррине каланă.
Пирĕн район Чăваш Республикин Пуçлăхĕн вырăнти пуçарупа обществăлла инфратытăма аталантармалли çинчен калакан указне пурнăçласа 2017-2020 çулсенче 79 проекта (81,7 миллион тенкĕлĕх) ĕçе кĕртнĕ. Ку ĕç кăçал малалла тăсăлать. Анчах та пĕлтĕр 4 ял тăрăхĕнче пуçару бюджечĕпе пурнăçланă объектсене палăртнă вăхăтра хута ярайманни, пĕринче ĕçсене кирлĕ пек туманни палăрнă. Равиль Ямалетдинов ял тăрăхĕсенче проектсене пурнăçа кĕртнĕ чухне çаксене шута илмеллине çивĕчлетрĕ.
Пĕлме
2021 çулта районта пĕрремĕш тапхăрпа пуçарулăх бюджечĕпе 11 проект пурнăçа кĕртмелле. 9 ял тăрăхĕнчен тăратнă проектсем пурте Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерствин конкурсĕ витĕр тухнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ - 16,7 миллион тенкĕ. Вăл шутра 4 проекчĕ (11,5 миллион) çулсене юсассипе çыхăннă. Пĕрремĕш тапхăрти ĕçсене июнĕн 24-мĕшĕччен - Республика кунĕччен - вĕçлемелле.
Çавăн пекех канашлура район администрацийĕн йĕркелỹпе тĕрĕслев ĕçĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тимлекен управляющийĕ - пай начальникĕ Алина Ильина коронавирус хăрушлăхĕн йĕркисене пăхăнса январь-февраль уйăхĕсенче кашни ялтах граждансен пухăвне ирттерме палăртнине пĕлтерчĕ.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |