Пулас журналистка иккĕрех вулавăша çул тытнă

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2021, 15:07 Просмотров: 392

 ХАЛЬХИ вăхăтра Интернет тетелĕ чылай вулакана хăйĕн серепине çаклатрĕ пулин те, кĕнекепе хаçата "чун апачĕ" вырăнне хурса йышăнакансем чылай-ха. Вĕсем районта тухса тăракан "Авангард" хаçата та алран ямасăр шĕкĕлчеççĕ, библиотекăсене çỹреме те вăхăт тупаççĕ. Акă, Турханти Милана Алексеева Çĕнĕ çулта кăçал та ялти вулавăша чăн малтан çитнĕ. Шупашкарти И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика уйрăмĕнче вĕренекен студентка кунти çĕнĕ кĕнекесене чăн малтан хак паракансенчен пĕри. "Кĕнеке - маншăн чун пуянлăхĕ, ăс-тăна аталантарма пулăшакан апат. Ахальтен мар эпĕ икĕ çулта чухнех ялти вулавăша кĕнеке илме çырăннă", - пĕлтерет пулас калем ăсти.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика