Январь уйăхĕн 14-мĕшĕ тата 16-мĕшĕсенче çил-тăман çул-йĕр ĕçченĕсем хĕле еплерех хатĕрленнине тĕплĕн тĕрĕслерĕ.
Çут çанталăк "экзаменĕ" урлă пурте тухрĕç тесен те юрать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче республика тата район шайĕнчи, çавăн пекех вырăнти çулсене те çийĕнчех тасатса пыма тăрăшрĕç. Тăман чарăничченех ятарлă техника юр хырса çỹрерĕ. Тивĕçлĕ йышăну вăхăтра тунăран ирхине автобуссем те йĕркене пăсмасăр çула тухма пултарчĕç.
Район шайĕнчи çулсем 132 çухрăм ытла тăсăлаççĕ. Вĕсене И. Рубцова, Л. Манзуркин индивидуаллă предпринимательсем тата Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ пăхса тăраççĕ. Çула тасатса тирпейлесе тăма 45 техника хутшăнать. Пăрлă тапхăр валли хăйăрпа тăвар хутăшне 1100 тонна хатĕрленĕ.
19 ял тăрăхĕ вырăнти çулсене хĕллехи вăхăтра тасатма 13 подряд организацийĕпе килĕшỹ тунă.
Хĕлĕн иккĕмĕш уйăхĕ çеç-ха, юр тата та çăвать, çавна май çулсене вăхăтра е кирлĕ пек тасатманнине асăрхасан район администрацийĕн строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайне 88353261178 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |