Кзыл Чишмари ватăсемпе инвалидсем хỹтлĕх тупнă çуртра пурăнакан Василий Шайдуков ĕç ветеранĕпе, хастар пограничникпа ку таранччен пĕр хутчен çеç мар тĕл пулса калаçма тивнĕччĕ.
Кашнийĕнчех унтан тĕлĕнмелли тупăнсах пырать. Акă, Çĕнĕ çул умĕн вăл 80 çул тултарчĕ. Апла пулин те ватă ăс-тăнĕпе те, вашаватлăхĕпе те иксĕлмест-ха. Районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр ертỹçи Анисия Воробьева Василий Трофимовича юбилей ячĕпе саламласа вăрăм кун-çул суннă май малашне те çула пăхмасăр хастарлăхпа пурăнма ырă сунчĕ. "Мана чикан майри çамрăк чухнех вăрăм ĕмĕрлĕ пулатăн терĕ. Коля ывăлăн ачи аслă шкулта тухтăра вĕренсе пĕтерсен вăл сипленипе 100 çула та çитĕп-ха..." - калаçу çумне шỹтлĕн çеç сыпăнтарса хучĕ ватă. Сăмах май каласан, ăрăва тăсакансенчен Ваçили тете çав тери пуян. Унăн паянхи куна ултă ача, 12 мăнук, мăнукăн 10 ачи. Вĕсем хушшинче тухтăрĕ те, сутуçи те, предпринимателĕ тата ытти те пур.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн, çав çулсенче е ун хыççăнах çуралнă çынсем мĕн ачаранах пурнăçăн "присягине" йышăннă çирĕп ăру. Вĕсем хĕн-хурпа терт-асапа çĕнтерсе çутă пуласлăх патне туртăннă. Шăхачра çуралса ỹснĕ Василий Трофимовичăн кун-çулĕ те пĕр тикĕссĕн çеç иртмен. Ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне вăл тăхăр уйăхра çеç пулнă. Маларах çуралнă аппăшĕ те çулталăкченех вилнĕ. Çапла çăмăл мар условинче ура çине тăма, аслисемпе тан ĕçе явăçма тивнĕ ачан. Ялта унсăрăн пурăнма май та çук. Çапах та мĕнле йывăр пулсан та вăл хăйне валли специальность илме шутланă, çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи строительсен шкулне вĕренме кайнă. Каччă мастер-строитель специальноçĕпе тỹрех ĕçлесе кайман. Çулсем иртсен, виçĕ çул Азербайджанра салтак тивĕçне пурнăçланă, çемье çавăрса мăшăрланнă, колхозра пĕр тапхăр ĕçленĕ хыççăн çеç ăна шăпа Шăхачри йывăç япаласем туса кăларакан цеха илсе çитернĕ. Малтан вăрман касаканта тăрăшнă, каярахпа ăна мастер ĕçне шанса панă. В. Шайдуков кирек мĕнле ĕçе те кăмăлтан, тĕплĕн пурнăçланă. Çавăнпах тăрăшуллă ĕçчен коллективра хисеп çĕнсе илнĕ. –
Аттепе анне пире мĕн çамрăкран ĕçе хăнăхтарнă. Анне (йывăр тăпри çăмăл пултăр) нумай çул фермăра тăрăшнăран кил хуçалăхĕнчи ĕçсене чылайăшне хамăрăнах пурнăçлама тивнĕ. Ултă ачана тăрантарса тумлантарма çăмăл пулманран яланах йышлă выльăх усратчĕç. Икшер ĕне тытнă, пăрусем, сысна амисене те икшер хут çăвăрлаттарнă, кăшман, çĕрулми пайĕсенче тăрмашнă тата ытти те, - аса илет Елена хĕрĕ.
Мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн Василий Трофимович тепĕр хĕрарăмпа пурнăçа сыпăнтарать. Анчах шăпа каллех татăлать, Анюк аппа та çĕре кĕрет. Пĕчченлĕхре тунсăха пусарайман арçын малтан Турханти ваттисен çуртне вырнаçнă, халĕ вара Кзыл Чишмари хỹтлĕхре. Ахаль ларма, вăхăта усăсăр ирттерме юратмасть вăл кунта. Хăйне пушă туйсанах вĕрен явма пикенет. Сăмах май каласан, Турхан, Шăхач таврашĕнче пурăнакансем çеç мар, Кзыл Чишмасем те выльăхсене кăкарма вăл хатĕрленĕ вĕренпе усă кураççĕ. Вăтăр çул ăстаçă пỹрнисем хытасран пăяв явса çемçетет. 14 çултанпах ура ревматизмĕ аптратнăран кашни кунах темиçешер çухрăм утать, уçă сывлăшра пулать, çынсемпе хутшăнса калаçма кăмăллать, шỹтлет... Çакă вара ăна малалла та пысăк шанчăкпа хавхаланса пурăнма вăй-хăват хушать.
- Кзыл Чишмари ватăсемпе инвалидсем пурăнакан çуртра паян мĕн пур услови çителĕклĕ: хăтлă, тирпейлĕ, работниксем кăмăллă. Пулăшу кирлĕ ватăсене çакăн пек тимлĕх уйăрнăшăн район администрацине, республика ертỹлĕхне тав тумалла çеç,- тет В. Шайдуков ĕç ветеранĕ.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |