Вăрçă ветеранĕ 100 çула çитме ĕмĕтленет

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2021, 09:42 Просмотров: 339

ÇАК кунсенче 95 çул тултарнă Шăхачри Феоктист Васильев вăрçă ветеранне сумлă ушкăн Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн тав çырăвĕсене çитернĕ. Вăл çулне кура мар тĕлĕнмелле çын: ăс-тăнĕпе те, вăр-варлăхĕпе те, мал ĕмĕчĕпе те. Эрех-сăрапа, усал йăла-йĕркепе иртĕхмен арçынна никам та вуннăмĕш теçеткене ваклать тесе хакламĕ.

"Турă сывлăх парсан 100 çула çитесшĕн...",-пысăк ĕмĕтпе хавхаланса калаçрĕ ветеран. Феоктист Александрович 1943 çулта фронта кайнă. 17 çулхи каччă сывлăш десанчĕн бригадинче тăшмана тĕп тăвассишĕн тăрăшнă. 1945 çулта Европăри çĕршывсене ирĕке кăларассишĕн йĕркеленĕ операцисене хутшăннă, тепĕр икĕ çултан çеç салтакран киле таврăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăхшăн тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ.

 Ф. Васильевăн ĕç стажĕ 41 çул. Вĕсенчен 31-шне Шăхачри йывăç япаласем туса кăларакан комбинатра тĕрлĕ должноçра тăрăшнă. Обществăри хастарлăхĕ унăн çулĕсене пуянлатса пыма çеç пулăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ ял халăхĕшĕн тăрăшакан хастара тивĕçлĕ канăва тухсан та икĕ хутчен ял тăрăхĕн депутачĕ пулма шаннă.

 Сăмах май каласан, паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 14 вăрçă ветеранĕ пурăнать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика