ХАЛЬХИ вăхăтра унчченхи "Тимурпа унăн командисен" хастарĕсене пултаруллă волонтерсем улăштараççĕ. Юлашки çулсенче Раççей шайĕнче йĕркелесе янă çак юхăм пирĕн районта та вăй илсех пырать. "#МыВместе" ушкăнти çамрăксем хальхи вăхăтра ялсенче вут-кăвар инкекĕнчен, шартлама сивĕ çанталăкра алă-урана шăнтса тăм илтересрен асăрханмалли хутсем валеçеççĕ, пĕччен пурăнакан ватăсене юр кăларма, ытти ĕçсенче пулăшаççĕ. Çак кунсенче çеç волонтерсен ушкăнĕсем Сăкăт, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенче ырă ĕç тума тĕллевлĕ çул çỹреве тухнă.
Ноябрь 2024 |