Павел Данилов вице-премьер тивĕçне пурнăçлĕ
Чăваш Ен Правительствинче çĕнĕ çын ĕçлеме пуçăннă. Павел Данилова вице-премьер тивĕçне пурнăçлама шаннă. Павел Владимирович 1974 çулта Шупашкар хулинче çуралнă. Г.В. Плеханов ячĕллĕ Раççей экономика университетĕнче вĕреннĕ. Банк тытăмĕнче, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн экономикăпа финанс енĕпе заместительте, «Россельхозземмониторинг» хысна учрежденийĕн пуçлăхĕнче, «Раççейĕн Стройминĕн проект дирекцийĕ» автономи учрежденийĕн ертÿçинче ĕçленĕ. Павел Данилов республикăн Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин, Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин, çавăн пекех Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пырĕ.
Библиотека- вулакансен килĕ
Кăçал Наци библиотеки ĕçлеме пуçланăранпа 150 çул çитрĕ. Çак пулăма халалласа вулавăшра тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Уяв программине «Ăслăлăхпа çут ĕç ĕçĕнче — 150 çул» курав уçнă. Библиотека директорĕ Роза Лизакова пĕлтернĕ тăрăх, библиотекăна аталантарас тĕллевпе ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртме палăртнă.
Хушамат улăштарасси çăмăлланнă
Кăçалтан пуçласа хушамат, ят, ашшĕ ятне улăштарас текенсене унчченхи пек кăткăс килмĕ.
ЗАГС пайне çавнашкал ыйту çырсан унта ĕçлекенсем Пĕрлехи патшалăх реестрĕнчи информацие илĕç. Унччен вара ку ĕçе пурнăçлама гражданла пурлăх акчĕн копине ыйтнă. Халĕ вăл çав улшăнăва кĕртекенĕ ют патшалăхри компетентлă орган пулсан çеç кирлĕ.
Февралĕн 15-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç
Сăр тата Хусан енче окоп чавма хутшăннисен паттăрлăхне асра тытса лартма сĕннĕ монумент проекчĕсен конкурсне февралĕн 15-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç. Монумента Куславкка районĕнчи Аслё Куснар ялĕнчен инçе мар М-7 трасса хĕрринче вырнаçтарĕç.
Сиенлĕ интернет-сайтсене
йĕркелекенсем çынсен ăс-тăнне хавшатас, психика çине япăх витĕм кÿрес, тĕрлĕ сектăсене явăçтарас тата ытти тĕллевсене мала хураççĕ. Асăннă сайтсен серепине çакланакансем терроризм е экстремизм çулĕ çине тăни те паллă. Федерацин хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем экстремистла ушкăнсене тупса палăртас, вĕсене хирĕç кĕрешес тĕллеве тивĕçлипе пурнăçлаççĕ.Экстремизм – шÿт мар. Интернетри çăмăлттайлăх та чылай чух уголовлă ĕçпе çаврăнса тухасси те часах.
Çĕмĕрле районĕ гранта тивĕçнĕ
Кăçал Республика кунĕ Шупашкарта тата Çĕмĕрле районĕнче пулĕ. Çавна май иртнĕ эрнере асăннă районăн администрацийĕн пуçлăхĕ Лев Рафинов уява хатĕрленес тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ирттернĕ. Инфратытăма аталантарма Çĕмĕрле районĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне (10 млн тенкĕ) тивĕçнĕ.
Приютсем тăвасшăн
Хуçасăр йытăсем валли республикăра приютсем тăвасшăн. Хальлĕхе вăл пĕртен-пĕрре – Шупашкарта. Тепĕр 14 кирлине палăртаççĕ. Вĕсене темиçе район валли пĕрер тума шутлаççĕ.
Экологи отрячĕ ĕçлеме тытăннă
Чăваш Енре нимеçĕсен ирĕклĕ «Симĕс Чăваш Ен» экологи отрячĕ ĕçлеме тытăннă. Ăна республикăри кашни муниципалитетрах йĕркелесшĕн.
Ноябрь 2024 |