2020 çулта республикăра ял ипотеки ĕçлесе кайрĕ. Ăна пĕр хутчен 3 млн тенкĕ таран илме май пур. Иртнĕ çул унпа районти 34 гражданин усă курнă, вĕсене пурĕ 48 млн тенкĕ панă. Çулталăк пуçланнăранпа 20 заявление ырланă, анчах хальлĕхе сутлăх çурт çук.
Çĕнĕ программăпа 0,1-3 процент таран паракан çăмăллатнă иппотека кредичĕ ялта çĕнĕ стройкăра хваттер е тунă çурт-йĕр туянма, пуçăннă строительство ĕçне вĕçлеме, харпăр çĕр пайĕнче çурт тума е çурт тума çĕр туянма, 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн илнĕ ипотекăна хуплама май парать.
2021 çулта республикăра кредит ставкине тата пĕчĕклетнĕ. Ĕç килĕшĕвĕпе тата предпринимательствăра тăрăшакансем тата вĕсен виçĕ е ытларах ача пулсан çăмăллатнă кредита 0,1 процентпа илееççĕ. Хуçалăх тытса пыракан тата официаллă ĕçлекен граждансем, вăл шутра фермер хуçалăх пуçлăхĕсене, ветеринарсене заема 0,5 процентпа параççĕ. Ялта социаллă сферăра предпринимательствăра, потребитель е ял хуçалăх кооперацийĕнче вăй хуракансен кредит ставки пĕр процентпа танлашать. Аграринче тăрăшас, ветеринари сферинче предпринимательлĕхпе ĕçлес текенсене çăмăллатнă кредит -1,5, яла куçса килсе социаллă сферăра тимлекенсене икĕ процентпа тивĕçет.
Ял ипотекине илес кăмăллисен районти Россельхозбанка е Сбербанка килмелле.
Районти 9 çемье çурт-йĕр валли илнĕ ипотека кредит проценчĕн пĕр пайне республика бюджетĕнчен саплаштармалли черетре тăрать.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |