Çĕр çине килнĕ кашни çыннăн кун-çулĕ тĕрлĕ кустăрмапа чупать. Пĕрин тикĕс çулпа пырать, теприн тумхахсенчен каçма тивет. Унăн сукмакĕпе утнă май кашнийĕ хăйне майлă пурăнать. Такăнатăн та тăратăн, малалла утатăн, тỹрĕ çул çине тухма вăй пухатăн. Хăвăн тĕпренчĕкỹсене тĕреклĕ те сывă пăхса çитĕнтерме тăрăшатăн.
Çапла пурăнма тăрăшнă те ĕнтĕ Сăкăтри Глуховсем. Клавди аппа кунта Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнчен качча килнĕ пулнă. Мăшăрĕпе аслă ывăлĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Хыпарсăр çухалнă хут çеç килнĕ. Тăлăх салтак арăмĕ тăватă тĕпренчĕкне ура çине тăратас тесе пур вăй-халне хурса ĕçленĕ. Аслă ывăлĕ Ваня 8 çулта, Вера - 6ра, Нина - 3ре, Лида вара иккĕ те тултарайман, утма çеç пуçланă пулнă. Кашни ĕçрен килмессерен пỹрт алăкне вăл шикленсе уçнине мĕн виличченех каласа паратчĕ. Çăкăр чĕллине хăй çимесĕр ачисем валли упранине куççуль витĕр аса илни халĕ те манăн куç умĕнчех.
Кунсем, çулсем хăй еккипех малалла шунă. Ваня та ỹссе çитĕннĕ. Хăй юратнă профессине алла илсе мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех "Красное Знамя" колхозра агрономра ĕçленĕ. Иван Александрович манăн аннепе пĕр тăван пиччĕшĕн хĕрне, Маня аппана, качча илнĕ. Ачисем те ашшĕ- амăшĕ пекех маттур та пултаруллă çитĕнчĕç.
Асли, Николай, нумай çул Шăмăршă лесничествине ертсе пычĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ пулчĕ. Халĕ МЧСра ĕçлет. Александр та шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Владимирпа Петр та пиччĕшĕсен çулĕпех кайнă.
Вера йăмăкне ялти ятуллă каччă Анатолий Горбунов конюх куç хывнă. Вĕсем 1959 çулта пĕр çемье чăмăртанă. Çулталăкран ача çуралнă. Ăна Петя ят панă.
Тольăн çемьеллĕ пулсан çар ретне тăма тивнĕ. Виçĕ çултан яла таврăнса тĕрлĕ ĕçре ĕçленĕ. Ашшĕ пекех купăс калама юратнă вăл. Районти пионерсен çурчĕ çумĕнче баянпа калама вĕрентекен курс пуррине пĕлсен унта çул тытнă. Занятисене хĕлле йĕлтĕрпе, çулла велосипедпа çỹренĕ. Уявсенче тăванĕсене савăк юрăсем шăрантарма пулăшнă. Çемйинче тата икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуралнă.
Ăçта кăна вăй хуман-ши Толя: клуб ертỹçинче те, бригадирта та, ял Совет председателĕнче те... Çемье архивĕнчи Тав хучĕсем вăл пултаруллă та ĕçчен пулнине çирĕплетеççĕ.
Ачисем те улмуççинчен аякка ỹкмен. Пиллĕкĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ. Петя шалти ĕçсен системинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ашшĕ пекех баянпа та, купăспа та ăста калать. Юрра питĕ ăста. Славик техника енне туртăннă. Владимир ялти шкулта вĕрентет. Люда Мускаври ача садĕнче, Светлана Шупашкарти пĕр предприятинче ĕçлеççĕ.
Шел пулин те чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пурăннă Вера мăшăрĕ 44 çулта йывăр чире пула ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлать. Халĕ унăн 9 мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук пур. Виçĕ кинĕпе икĕ кĕрỹшĕ савăнтараççĕ. 84 çулта пулин те алса-чăлха çыхма маçтăр.
Р. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |