Импĕрпе тата пылпа

Категория: Публикации Опубликовано: 29.01.2021, 11:11 Просмотров: 246

Сунас тата сăмса сывламанни аптăратать пулсан импĕрпе хатĕрленĕ хутăш пулăшĕ.

300 г импĕр тымарне хуппинчен тасатмалла та вĕтĕ терка витĕр кăлармалла. 1 лимон çумалла, хуппинчен тата вăррисенчен тасатнă хыççăн вĕттĕн турамалла е блендерпа вĕтетмелле. Импĕрпе лимона хупăлчапа хупăнакан банкăна ямалла, 150 г пыл хушмалла.

Хутăша холодильникра упрамалла. Ăна кунсрен апат çиес умĕн 20-30 минут маларах 1 чей кашăкĕ чухлĕ ĕçмелле. Хутăша профилактика тĕлĕшпе те усă курма юрать.

Пыр ыратнă чухне

Шăнса пăсăлнă çын çийĕнчех сипленме тытăнмасан часах пыр та ыратма пуçлать. Ыратнине чакарма тата шыççа ирттерме пыра тĕрлĕ хутăшпа чỹхени пулăшать.

 Халăх медицининче ăшă шыва апат соди (5 г), тăвар (5 г) тата 3 - 5 тумлам йод хушнă хутăш пахине калаççĕ. Унпа тăтăшах чỹхесен пыр ыратни иртет, шыççи чакать. Сỹнỹсемпе усă куриччен малтан врачпа канашламалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика