ÇАК кунсенче Алманчăра граждансен пухăвĕ иртнĕ. Унта ял тăрăхĕн пуçлăхĕн иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетекен отчета, малашне пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли тĕллевсене пăхса тухнипе пĕрлех ытти ыйтăва те сỹтсе явнă. Вĕсенчен пĕри - "Алманчă ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ята тивĕçлĕ çынна суйласси.
Сăмах май каласан, ку таранччен çак ялта хисепе çичĕ хастар тивĕçнĕ. Хальхинче вара ял-йыш çак сумлă йышра пулма хисеплĕ педагог-ветераншăн - Раиса Ильинична Васильевашăн - сасăланă. Биологи учителĕ ачасене тивĕçлĕ воспитани парас, мăшăрĕпе - Василий Ивановичпа - (йывăр тăпри çăмăл пултăр, вăл та Алманчă ялĕн хисеплĕ гражданинĕ) ял музейне уçас, краеведени кĕтесĕ валли паха экспонатсем пуçтарас, ял историне тĕпчес ĕçе пысăк тỹпе хывнă.
Ноябрь 2024 |