КУ ЧУХНЕ ялта пурăнакан çулсеренех çурт-йĕрне хăтлăлатать, киввине çĕнетет тата ытти те. Çав вăхăтрах ачи-пăчине çитĕнтерет, мăшăрлантарать, туй-çуй кĕрлеттерет... Паян ĕлĕкхи евĕр нимелле ĕç тăвакансем те сахалланса пыраççĕ. Пур чухне те ăстасене, ỹркенменнисене укçалла ĕçлетереççĕ, çав вăхăтрах тара тытнисене ĕçтереççĕ-çитереççĕ темелле. Сăмах май каласан, хальхи хуçалăхра пысăк ĕç тăвас тĕллевпе хăшĕ-пĕри сăмакун юхтарать. Анчах та хаяр шĕвеке услам тăвас тĕллевпе хак хурса сутни вара административлă право йĕркине пăсни пулать. Уншăн 30 пин тенкĕ таран штраф пама та, вăхăтлăха ирĕкрен хăтарма та, ĕçлеттерсе юсанма яма та пултараççĕ.