Коронавирус пандемийĕ районти спортсменсемпе сывă пурнăç йĕркине кăмăллăкансемшĕн те чăрмав пулчĕ. Чылай вăхăт спорт залсемпе стадионсем хупă тăчĕç. Хальхи вăхăтра та районта иртекен ăмăртусене чиртен асăрханмалли мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса йĕркелетпĕр. Мероприятисен планĕпе килĕшỹллĕн иртсе кайнă январь уйăхĕнче нумай ăмăрту, турнир ирттертĕмĕр, вĕсене çĕршер спортсмен хутшăнчĕ.
Çĕнĕ çул пуçламăшĕнчех спорта кăмăллакансем республикăра йĕркеленĕ "Сывлăх" вунăкунлăхĕнче хастарлăх кăтартрĕç. Кашни шăматкунпа вырсарникунах волейболистсем спорт зала пуçтарăнчĕç. Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче хĕрарăмсем, арçынсем хушшинче ФСК кубокне çĕнсе илессишĕн, Турханти Владимир Перлов воин-интернационалиста асра тытса йĕркеленĕ волейболистсен турнирĕсем тата ытти ăмăрту çивĕч иртни çулсеренех пирĕн спортсменсем хăйсен ăсталăхне ỹстерсе пынине çирĕплетсе парать. Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас, массăллă спорта аталантарас, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕллевпе спорт ветеранĕсен, уйрăм хастарсен ячĕпе 40 ытла турнир иртет.
Иртнĕ канмалли кунсем те спорт мероприятисемпе пуян пулчĕç. Малтанхи кунĕнче Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта хĕллехи спорта кăмăллакансем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Ăмăртăва йĕлтĕрпе чупассипе СССР спорт мастерне Алексей Ундерева асра тытса йĕркелерĕмĕр. Тĕрлĕ ушкăнра арçын ачасенчен Д. Макаровпа А. Тарасов (Аслă Чемен), А. Андреев (Первомайски), хĕрачасенчен Д. Иванкина (Кĕçĕн Арапуç), К. Осипова (Турхан), С. Кальметова (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул) 2 тата 3 çухрăм чупса финиша пĕрремĕш кĕчĕç. Аслă çулхи арçынсенчен А. Кузьмин (Тикеш) пĕрремĕш, С. Быков (Кивĕ Катек) иккĕмĕш, Н. Васильев (Шăхач) виççĕмĕш вырăнсенче.
Январĕн 31-мĕшĕнчи хутăш эстафетăра (2 хĕрача тата 2 арçын ача) 6 - 7, 8 - 9 классем хушшинче Аслă Чементи вăтам шкул йĕлтĕрçисем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. 10 - 11 классенчен Первомайскинчи вăтам шкул команди мала тухрĕ. Январĕн юлашки шăматкунĕнче Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕн парнине çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ волейболистсен ăмăртăвĕнче Патăрьелĕнчи "Сывлăх" команда пĕрремĕш, "МастерÇ" - иккĕмĕш, "Шыгырданы" виççĕмĕш вырăнсенче.
Çакна та палăртса хăвармалла. Январĕн 31-мĕшĕнче районта Уçă алăксен кунĕ пулчĕ. Физкультурăпа спорт комплексĕнче, конькипе ярăнмалли площадкăсенче тренерсем уçă уроксем ирттерчĕç, спорта кăмăллакансем пурте тỹлевсĕр çăмăллăхпа усă курчĕç.
А. КРАСНОВ, Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ.
Ноябрь 2024 |