Пĕрлехи вăйпа çеç халăх пурнăçĕ лайăхланĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2021, 11:24 Просмотров: 610

 Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев февралĕн 2-мĕшĕнче Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. 2021 çулхи ĕçе - патшалăх политикин тĕп çул-йĕрне - никĕслекен документри тĕллевсене итлеме Шупашкарти Оперăпа балет театрне Чăваш Ен Правительствин членĕсем, Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертỹçисем, общество деятелĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем тата ыттисем те пухăнчĕç. Çавăн пекех сумлă мероприятие Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен район пуçлăхĕпе Николай Тинюковпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци те хутшăннă.

Хăйĕн сăмахне Олег Николаев патшалăх тата муниципалитетсен влаçĕсен умĕнчи тĕп тĕллеве палăртнинчен, наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессинчен, халăхăн пурнăç шайне лайăхлатассинчен пуçларĕ. Республика пĕлтĕр социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пилĕк çуллăх программине йышăнса саккунпах çирĕплетнине, 2035 çулчченхи аталану стратегине палăртнине пĕлтерчĕ. "Ĕçĕн уçăмлă планĕ пур", - терĕ Олег Алексеевич.

 Халăх вĕрсен хапха та уçма пултарнине аса илтернĕ май вăл Чăваш Енре пурăнакансем вăрçă çулĕсенче Сăр тата Хусан енче окоп чавни çинчен, унта ĕçленĕ паттăрсене халалласа Куславкка районĕнче палăк лартма йышăннине каларĕ.

 Пĕрлĕхе çирĕплетекенни - пуриншĕн те хаяр тĕрĕслев пулса тăнă пандеми. 2020 çулта 3484 çын пурнăçран уйрăлнă, унтан 45 проценчĕ коронавируспа çыхăннă. Алкогольпе наркăмăшланса, аварисенче вилекенсем те нумайланнă.

Ковид тенĕрен, инфекци ернĕ 17,7 пин çынна сыватнă, анчах чирлисен йышĕ паян çав-çавах пысăк. Республика Пуçлăхĕ медицина ĕçченĕсене уйрăммăн тав сăмахĕ каларĕ.

Тепĕр тема - пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшасси. Пандеми условийĕнче федераци шайĕнче ку енĕпе чылай улшăну тунă. Республика пулăшăвĕ те курăмлă: пурăнма кирлĕ виçене пĕчĕклетменни, социаллă тỹлевсене индексацилени, амăшĕн капиталне пысăклатни, 16 пине яхăн ачашăн шкула кайма хатĕрлемешкĕн тỹлев пани. Нумай ачаллă çемьесене те тимлĕхсĕр хăварман.

Çынсен сывлăхĕ чи малтанах сывă пурнăç йĕркипе çыхăнни паллă. Çавна май спорт пĕлтерĕшĕ пысăк. Апла тăк çынсемшĕн спортпа туслă пулмалли май ытларах кирлĕ. Кăçал Патăрьелĕнче тата Çĕрпỹре стадионсем хута каймалла, Шупашкарти "Атăл" стадион реконструкцине пуçармалла.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ сфера - вĕрентỹ. Кашни ача талантне аталантарассине тĕпе хумалла. Çак тĕллевпе ялсенче тата пĕчĕк хуласенче "Ỹсĕм вырăнĕ" ("Точка роста") ятпа ултă теçетке ытла центр уçма палăртнă.

 Иртнĕ çул Çĕнĕ хулара Атăлçи округĕнчи чи пысăк - 1760 ача йышăнмалăх - шкул алăкĕсене уçнă. Кăçал Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра тата Муркаш районĕнчи Кашмашра пĕлỹ çурчĕсем хута каймалла.

Вĕрентỹ пирки каланă май чăваш чĕлхи çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ: унăн сумне ỹстермелле, усă курассине анлăлатмалла, çакăн валли условисем йĕркелемелле.

Унтан сăмах культура çине куçрĕ. Ялсенчи культура учрежденийĕсене пырса тивекен самант çинче чарăнса тăчĕ. Клубсене юсаççĕ, анчах ĕçлеме çын çитмест. Вĕсен ĕç графикĕ те ялсенче пурăнакансене тивĕçтермест.

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Çырура республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕнче агропромышленность комплексĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ.

 - Пире конкуренцие юрăхлă вăйлă экономика кирлĕ, - терĕ вăл. Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикинче предпринимательлĕх пуçарулăхне аталантарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

 Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам бизнес пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине кăтартусем çирĕплетеççĕ. Çак сегментра самай çын вăй хурать. Вĕсем экономика аталанăвне те пысăк тỹпе хываççĕ, налук шучĕпе пуçтарăнакан тупран 30 проценчĕ пĕчĕк тата вăтам бизнесăн шутланать. Республикăри агропромышленность комплексĕ çулсерен производство калăпăшне ỹстерсе пырать. Чылай енĕпе çĕршывăн, федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенчен те пысăкрах. "Пирĕн тĕллев - кашни гектарăн тухăçлăхне, тупăш илессине ỹс- тересси", - палăртрĕ Олег Алексеевич.

 АПКри çивĕч ыйтусенчен пĕри - чĕр тавара тарăннăн тирпейлесси. Хальлĕхе хуçалăхсем туса илнĕ сĕтпе аш-какайăн пысăк пайне тỹрех ăсатаççĕ. Усламçăсем уй-хиртенех вĕсен пахча çимĕçне çур хакпа туянаççĕ. Çав хушăрах чĕр тавара туса илнипе пĕрлех тирпейлекен, продукци хатĕрлесе кăларакан предприятисем те пур.

 Кăçалтан аграрисене пулăшмашкăн тата çĕнĕ мерăсем йышăннă. Вĕсене пурнăçа кĕртме бюджетран 120 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Укçа ял хуçалăх продукцине тарăннăн тирпейлемешкĕн оборудовани туяннă тăкакăн 30 процентне саплаштарма каймалла.

Пĕтĕмпех кадрсем татса параççĕ. Шел те, пĕлтĕр пандеми вăй илнĕ тапхăрта ĕçсĕрлĕх 7 хут ỹснĕ. Кăçал ĕçлекенсен йышне 2019 çул вĕçĕнчи шая тавăрмалла.

Кадрсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхне сирессине республика Пуçлăхĕ регионăн тĕллевлĕ саккасне ĕçе кĕртнинче курать. Паян вузсемпе ссузсенче 14 пинрен кая мар çамрăк вĕренсе тухать. Çав вăхăтрах кадрсен дефицичĕ: вĕрентỹре, медицинăра, производствăра, ял хуçалăхĕнче... Акă мĕншĕн Олег Николаев республикăна çитес çулсенче хăш профессисемпе мĕнле кадрсем кирлĕ пулассине тĕплĕ тишкерме, вĕрентỹ организацийĕсен программисене çĕнетме хушрĕ.

Тепĕр тема - пурнăçри мĕн пур процеса цифровизацилесси. Экономикăн тĕп отраслĕнчи цифра трансформацийĕ - Президент палăртнă тĕллев. Çитес виçĕ çулта патшалăхăн тата муниципалитетсен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăшу ĕçĕсене пурне те электрон мелне куçармалла.

Çырура халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерессине, çынсене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарассипе, туризмпа çыхăннă ыйтусене те тимлĕх уйăрнă.

Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăва вĕçленĕ май Олег Алексеевич социаллă çăмăллăхсен теми патне тепĕр хут таврăнчĕ. Пĕлтĕр "вăрçă ачисен" статусне çирĕплетнине аса илтерчĕ. Малашне вара çак статусăн укçан виçекен енĕ те пулĕ. "Вăрçă ачисем" пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹленĕ чухне çăмăллăхсеме усă курĕç.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Хаклав

Николай ТИНЮКОВ, Патăрьел районĕн пуçлăхĕ:

- Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне тухнă Çыру - халăхăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли тĕп çул-йĕр, пĕлтерĕшлĕ документ. Пĕр сехете тăсăлнă калаçура Олег Алексеевич республикăна малалла аталантарма палăртнă тĕллевсене çивĕчлетрĕ, ырлăхпа пурлăх пĕрлехи вăйра, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинче пулнине каларĕ.

2020 çул сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсемшĕн çăмăл килмерĕ. Коронавирус пандемийĕ сахал мар çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татрĕ, чылайăшĕ сывалчĕç. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырура та тĕплĕн анализ туса пачĕ, малашне те çынсен сывлăхне çак усалтан сыхласа хăвармалли, республикăра ытти чирсенчен кирлĕ пек сипленмелли условисем тума палăртнă тĕллевсемпе те паллаштарчĕ.

Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Февралĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕрремĕш хут Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Çырăва Олег Алексеевич республика аталанăвĕн программипе килĕшỹллĕн çынсен пурнăçне лайăхлатма палăртнă шухăшсенчен пикенчĕ. Çак тĕллевпе малашнехи пилĕк çул валли хатĕрлесе çирĕплетнĕ комплекслă программăна пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетрĕ, Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хальхи вăхăтри тата малашнехи тĕп тĕллевĕсене палăртрĕ.

 Çырура пандеми йывăрлăхĕсене пăхмасăр республикăра сывлăх сыхлавĕпе вĕрентĕве, çынсене социаллă хỹтлĕх парассине, ял хуçалăхĕпе бизнеса тата ытти сферăна аталантармалли тĕллевсене те пайăрлатрĕ. Патшалăх Канашĕ патне тухнă тĕп документра пирĕн районта наци проекчĕсемпе пурнăçа кĕртме палăртнă тĕллевсене те асăнчĕ. Акă, 2021-2024 çулсенче "Экологи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Таса шыв" проектпа килĕшỹллĕн Шăмăршă районĕнчи Палтиел çывăхĕнчи шыв управĕнчен Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсене пăрăхсем тăсма тытăнмалла. Тинех вара тахçантанпа район халăхне хумхантаракан ĕçме юрăхлă шыв ыйтăвĕ татăлĕ. Сăмах май каласан, района комплекслă аталантармалли программăпа килĕшỹл- лĕн 2020-2025 çулсенче 78 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă.

Наталия НИКИТИНА, район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕпе ĕçлекен пай начальникĕ: - Юлашки çулсенче республикăра культурăна аталантарассипе ытларах та ытларах ĕçлеме пуçларĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та çакна палăртса хăварнă май çĕнĕ клубсем тăвасси, кивелнисене юсасси пирки каларĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем ĕçленипе кăна мар, вăхăтра савăнма, канма пултарччăр тесе районта сахал мар ĕç тунă. Пĕлтĕр çеç Кивĕ Катекри, Кĕçĕн Арапуçĕнчи, Чăваш Ишекĕнчи клубсене тĕплĕн юсаса хута янă. Вĕсенче халь хула шайĕнчи мероприятисене йĕркелеме те пулать. Çиччĕшĕнче çĕнĕ оборудованисем туяннă. Кăçал та Раççей, республика шайĕнчи программăсене хутшăнса Анат Туçара çĕнĕ культура вучахĕ хăпартма, Нăрваш Шăхалĕнче, Ульяновкăра модернизацилеме палăртнă. Ытти ялсенчи клубсене çĕнетес тĕллевпе проектпа смета документацийĕсене хатĕрлеме пуçăннă.

Антонина ЧЕРНОВА, районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ:

- Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăва сывлăх сыхлавĕнчен пуçларĕ. Пандеми халăха çывăхлатрĕ. Пĕрин инкекĕ теприне пăшăрхантарчĕ. Унчченхипе танлаштарсан чăнах та васкавлă пулăшу машинисем чирлисем патне çитесси пилĕк хута яхăн ỹсрĕ.

Йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтерсе пыратпăр. Çак чирпе иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнченпех кĕрешетпĕр. Тĕп больницăри ача çуратмалли уйрăм базинче пĕлтĕрхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче коронавирус чирĕнчен сипленмелли уйрăм уçрĕç. Унтанпа 624 çын медицина пулăшăвĕ илме пултарчĕ. Паянхи кун 69 пациент сипленет.

"Хĕрлĕ зонăра" ĕçлекенсен ĕçне вырăна хуни, сывалакансен тавĕ чуна ăшăтать. Чăваш Енре "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн туса пыракан ĕçсем савăнтараççех.

Ильдар КАМАЛЕТДИНОВ, Хирти Пикшикри вăтам шкул директорĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн шкулсенче "Точка роста" центрĕсем уçни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварчĕ. Ку чăнахах та çапла. Пирĕн шкулта ăна 2019 çулта уçнăччĕ. Вĕренỹре усă курмалли кирлĕ техника килни питĕ паха. Интерактивлă доска пуртан вĕрентекенсем уроксене унта ирттерме тăрăшаççĕ. Ачасем проект ĕçĕсене хутшăнма пуçларĕç. Вĕсен шухăшлавĕ анлăланчĕ, ушкăнпа ĕçлеме явăçаççĕ.

 "Точка роста" уçни ĕç рынокĕ валли квалификациллĕ кадрсем хатĕрлес ĕçре те пулăшу кỹрессе шанас килет.

Анатолий ЛЯЛЬКИН, фермер хуçалăхĕн ертỹçи, Тăрăн ялĕ:

 - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне яракан Çырăва çулленех итлеме тăрăшатăп. Ял хуçалăхĕнче вăй хунă май мана шăпах çак отрасльпе хускатнă тема питĕ çывăх. Олег Алексеевич Николаев Çырура кашни гектар çĕртен тупăш ытларах илессине ỹстермелли, ял хуçалăх продукцине тирпейлесе сутассине тимлĕх нумайрах уйăрмалли пирки каларĕ. Питĕ тĕрĕс шухăш. Сĕт-çу, аш-какай, пахча çимĕç хакĕсене пысăк тесе калаймастăн тата ялан пĕр шайра та тăмаççĕ. Районта ку ыйтупа ĕçлеççĕ. Акă, пĕлтĕр çеç Шăнкăртамра аш-какая тирпейлекен "Баракат" тата сĕте тирпейлекен "Эко Продукт" кооперативсем хута кайрĕç.

 Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çавăн пекех иртнĕ çул туяннă ял хуçалăх техникине субсидилесси ỹсни пирки те асăнчĕ. Паян хирте е фермăра тракторсемсĕр, кăкарса çỹремелли агрегатсемсĕр ĕçлеме май çук. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене пулăшни малалла аталанма, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме, самана таппипе тан утма май парать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика