Ăсату каçĕнчен – редакцие

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2021, 11:40 Просмотров: 598

 Валентина МАЛЬЦЕВА, Пичет ветеранĕ, Кивĕ Ахпỹрт ялĕ:

- Çак куна эпĕ нихăçан та манас çук. Туçари вăтам шкулти ăсату каçĕнчен эпĕ тỹрех Патăрьелĕнчи "Авангард" хаçат редакцине ĕçлеме килтĕм. Малтан выпускниксем (тăватă класс харăс тухнă) ирхине кĕтỹ хăваличченех стадионта савăнтăмăр, ун хыççăн çывăрса та тăмарăм, район центрне çула тухрăм. Йыхравне мана маларах Е. Крылова (ун чухне вăл хаçат редакцинче ĕçлетчĕ) çитерчĕ. Н. Фомин редактор ман валли ĕç пулнине систернĕ. Район хаçачĕпе 6 класранпах çыхăну тытнăран, эпĕ çырнă заметкăсем кăмăла кайнă-ши?

- Валентина, эпĕ сана ĕç сĕнесшĕн. Конкурса Миша Платоновпа хутшăнатăр. Кам хăйĕн хастарлăхне, пултарулăхне ытларах кăтартать, вăл пирĕн сотрудник пулĕ... - терĕ редактор.

Чăнах та пĕр уйăх иртнĕ хыççăн вăл мана литсотрудника илчĕ. Унта нумаях та ĕçлеймерĕм çырусен пайне куçарчĕ. Çапла маншăн калем тĕп ĕç хатĕрĕ пулса тăчĕ. 43 çул ăна алăран ямасăр ĕçлерĕм. Çĕршер статья та репортаж, тĕрленчĕк, çыру йĕрĕпе çула тухни, çĕнĕ çынсемпе, вулаканпа паллашни, ялкорсемпе канашлусем ирттерни тата ытти халĕ те асрах. Ун чухне аякри ялсене командировкăна тухасси пирĕншĕн нуша пулнă темелле. Çулсем путăк-шăтăк, автомашина кивĕ. Апла пулин те пирĕншĕн командировка чăн-чăн романтика пулнă. Çитес çĕре лашапа та, тракторпа та кайнă, çуран та нумай утнă... Çав самантсем паян кинокадр пек аса килеççĕ.

 Редакци коллективĕ ĕмĕр тăршшĕпех туслă тата шỹтлĕ пулнă. Эпир çамрăк чухне çыракансем ытларах арçынсемччĕ: Н. Ларионов, В. Сурков, А. Плешков, К. Юлдашев, Е. Турхан, А. Салмин, В. Ларкузов, Г. Заплаткинпа Н. Волков (иккĕшĕ те фотограф) тата ыттисем те. Вадим Анисимовичпа Кави Кадырович, Александр Степанович (йывăр тăприсем çăмăл пулччăр) сотрудниксемшĕн Кĕлпук мучи вырăнне пулнă. Вĕсем "тăрăшнипе" пирĕн работниксем Мускава чăматанĕсене кирпĕч те чиксе кайнă! Çакскерсемех тепрехинче Елена Крылова санаторие çула пуçтарăннă чухне пысăк сумкине редакцинчи ăпăр-тапăра тытнă та тултарса янă. Кивĕ пушмак таранах. Юрать-ха, Лена вырăна çитиччен тантăшĕ патне кĕнĕ. Ăна хăйĕн капăр кĕписене кăтарма пуçлать те... Ĕçтешсем унта та пулин шỹтлеме майне тупнă.

 Çанталăка пула киле каяйман кунсем пирĕншĕн уявччĕ. Эх, шỹтлеттĕмĕрччĕ вара ун чухне! Юлашкинчен ывăнсан минтер вырăнне хаçат подшивкисене хураттăмăр та çывăраттăмăр. Пирĕн романтикăна ытараймасăр Шура Ракова Патăрьелĕнче пурăнсан та пирĕнпех çĕр каçма юлатчĕ

. Февралĕн 8-мĕшĕнче мана пурнăç çулĕ çине кăларнă "Авангард" хаçатăмăр 90 çул тултарать. Унăн кашни номерĕ хăйне евĕр сăнпа, илемпе пиçсе тухать. Çакна та палăртса хăварасшăн. Хаçата йăнăшсăр кăларас тесе темиçе çын вуласан та юлашкинчен кулăшла "номерсем" сиксе тухатчĕçех. Пĕррехинче пирĕн фотограф чăвашла тата тутарла клишесене (фотосене çапла калаттăмăр) улăштарса лартнă. Çаплах çапăннă. Эпĕ дежурнăй пулнăран ирхине мана редактор чĕнсе илчĕ те: "Ардюкова, ку йăнăша эсĕ те тума пулăшрăн-и?",- тет. Нимĕн те чĕнеймерĕм. Ун вырăнне хавхалантару укçине илеймерĕм.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тухса тăракан "Авангард" хаçат паян унчченхипе танлаштарсан сăнĕпе те, йышĕпе те чылай çĕнелчĕ. Эпĕ ăна алла тытмассеренех хамăн чи çывăх çыннăмпа куçа-куçăн курса калаçнă пек туятăп. Малашне те пурăн, тăван хаçатăм!

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика