Февральте Чăваш Ене вакцинăн 38 пин ытла дозине илсе килме палăртнă.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин "Фармаци" предприятийĕнче тата больницăсенче вакцинăна упрамалли тата республикăн кирек хăш кĕтесне çитермелли майсем пур.
Вакцинацие тăватă мелпе çырăнма пулать:
1. Вырăнти поликлиника регистратуринче.
2. Тухтăр патне йышăнăва кайса.
3. Пĕрлехи 122 номерпе. Оператора коронавирусран прививка тутарас шухăш пурри çинчен, ята, хушамата, ăçта пурăннине тата телефон номерне пĕлтермелле. Ковид-служба робочĕпе калаçнă чухне страховани полисĕн номерне каламалла. Çапла майпа çынна хăш поликлиникăра çирĕплетнине тупса палăртаççĕ. Кăшт вăхăт иртсен ун патне медицина ĕçченĕ шăнкăравлать, хăш вăхăтра прививка тутарма килме меллĕрех пулассине ыйтса пĕлет.
4. "Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен" порталĕ урлă гражданинăн порталти кабинетне кĕмелле. "Тухтăр патне çырăнасси" сервиса тупмалла, "участок ячĕ" йĕркере "вакцинаци" тесе çырмалла. Система прививка тăвакан пунктсене хăйех парать.
Вакцинаци пункчĕ Патăрьел ялĕнче Мир урамĕнчи 19-мĕш çуртăн 123-мĕш кабинетĕнче (районти тĕп больница) вырнаçнă.
Телефонĕсем: 8(8353)961961, 8(8353)961487, 8(8353)961164.
Ноябрь 2024 |