Кашни муниципалитетăн инвестици паспорчĕ пулмалла.
Çакăн пек тĕллев лартать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хуласемпе районсен умне. Чăваш Енре 26 муниципалитет. Вĕсенчен кашниех хăйне евĕрлĕ. Ял хуçалăхне илес пулсан, сăмахран, Юхмапа Пăла тăрăхĕ сухан-севок çитĕнтерес енĕпе чапа тухнă, тепĕр районта хăмла тухăçĕпе савăнтарать, виççĕмĕшĕнче хуратул лайăх çитĕнет. Çавăнпа та аталану программине йĕркеленĕ чух районсен хăйне евĕрлĕхне, унта хăш енĕпе инвестицисем хывма ăнăçлă майсем пуррине шута илмелле.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта кашни муниципалитет вăйлă енĕсене тата хăйне евĕрлĕхне шута илсе онлайн майпа инвестици паспорчĕ йĕркелемелле. Инвесторсен кашни район пирки информацие Интернет уçлăхĕнче курса тăмалла, бизнес проектсене ĕçе кĕртме хăйсене килĕшекен вырăнсене палăртмалла. Ял тăрăхĕсем çĕнелсе те хăтлăланса пыни инвесторсене илĕртме тивĕç.
А. ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |