Малалли
"Коммунар"
Маларах эпĕ 1935 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче ЧАССР ЦИКĕ Аслă Патăрьел районĕн хĕвеланăç пайĕнче Турхан районĕ туса хурас пирки йышăну туни пирки çырнăччĕ. Унта Нăваш Шăхалĕнчен тата Именкассинчен пуçласа халĕ Улатăр районне кĕрекен Кивĕ Эйпеçпе Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс таран мĕнпур чăваш ялĕсене кĕртнĕ. Чăваш обкомĕн бюровĕ февралĕн 2-мĕшĕнче çĕнĕ район хаçатне "Коммунар" ят пама, редакторĕ пулма Петр Афанасьевич Жданкина çирĕплетнĕ. Вăл 1907 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тукташ ялĕнче çуралнă. Чăваш рабфакне тата советпа парти шкулне пĕтернĕ хыççăн 1933 çулта Чăвашрадиокомитетра ĕçлеме пикеннĕ. Шăпах çавăнтан ăна çĕнĕ район хаçатне никĕслеме янă. Петр Афанасьевич çав кунах Турхана çитнĕ те пикенсех çĕнĕ ĕçе пуçăннă. Хаçата пĕччен те, иккĕн те тума çук. Кĕçех вăл редакци штатне Шупашкар районĕнчи Хыркасси ялĕнчи пĕлĕшне Петр Осипович Осипова редакцин инструкторĕ-массовикĕ (литсотрудник), кăштахран редакцин яваплă секретарĕ пулма çав енченех, Сархурăн ялĕнчи Евстафий Иванович Поручикова ĕçе илнĕ. Хаçатра çыракансем кăна мар, калăплакан-пичетлекен работниксем те кирлĕ. Вĕсене тупма та çăмăл мар. Пиллĕкмĕш çул хаçат кăларакан Патăрьел редакцине те пулăшу ыйтма çỹресех тăнă. Апрельте Патăрьел çыннине Петр Иванович Клычкова (кайран-кайран - Патăрьел ял Совет председателĕ, районти машина-счет станцийĕн начальникĕ) печатнике ĕçе илни пирки приказ пур.
П.А.Жданкин редакцинче икĕ çул çурă, 1937 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕччен ĕçленĕ. Ун хыççăн вăл каялла Шупашкара куçнă.
Çĕнĕ районăн "Коммунарĕ" питĕ кĕске вăхăтра пиçсе тухнă; пĕрремĕш номерĕ (тиражĕ 1000 экз.) февралĕн 17-мĕшĕнчех вулакансем патне çитнĕ. Хаçат тăватă страницăпа эрнере икĕ хутчен тухса тăнă, тиражĕ чи пысăк чухне 1650 экз. пулнă. Хаçат кăларасси çăмăл ĕç мар. Ĕлĕк уйрăмах та. Вĕреннĕ çынсем сахал, çырма пĕлекенсем çукпа пĕрех. Редакцинче те, типографинче те ĕçлекенсем улшăнсах тăнă. 1936 çулта кунта кĕске вăхăтлăха Нăрваш Шăхаль çынни, стена хаçат редакторĕсен курсне пĕтернĕ Иван Потапов, учительте ĕçленĕ Матвей Сакмаров (Пăлапуç Пашьел) литсотрудникра ĕçленĕ. Вĕсем кайран урăх ĕçе куçсан та мĕн ватăличченех "Авангард" хаçатпа тачă çыхăну тытатчĕç. М.Сакмаров кайран ялта пурăнсах темиçе çỹхе кĕнеке те кăларнăччĕ.
П.А.Жданкин Шупашкара каялла куçса кайнă хыççăн хаçата редакцин яваплă секретарĕ Е.Поручиков виçĕ уйăх алă пусса тăнă. Унтан редактор пулма Василий Петрович Петрова çирĕплетнĕ. Вăл 1937 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 1938 çулхи августăн 15-мĕшĕччен ĕçленĕ.
1939 çулта (Шăнкăртам районĕпе Патăрьел районĕсене пĕтерсе Чкаловски районĕ йĕркеленĕ тапхăрта) Турхан район центрне Аслă Арапуçне куçарнă, ял ятне Первомайски ят парса Первомайски районĕ туса хунă. Çакăн хыççăн "Коммунар" хаçат редакцийĕ те Первомайскине куçнă. Вăл малалла Первомайски райкомĕпе райĕçтăвкомăн хаçачĕ шутланнă. Çак вăхăтсенче (1938 çулхи августăн 18-мĕшĕнчен пуçласа 1939 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕччен) "Коммунар" редакторĕ Игнатий Алексеевич Руссаков пулнă. Вăл Комсомольски районĕнчи Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче 1906 çулта çуралнă.
И.А.Руссаков хыççăн "Коммунар" хаçатра улшăнусем тăтăшах пулса тăнă. Икĕ çул хушшинче хаçатшăн К.Ф.Ястребова, И.С.Шайманов, И. Г. Гри горьев яваплă пулнă. Вăрçă çулĕсенче, 1941 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи февралĕн 3-мĕшĕччен, редакци пуçĕнче Василий Иванович Давыдов (Давыдов-Анатри) тăнă.
В.И.Давыдов - Юхмапа Пăла тăрăхĕн мухтавлă ывăлĕ. Вăл 1917 çулта Аслă Арапуçĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн учительте ĕçленĕ. Кайран Шупашкара кайса парти шкулĕнче хаçат ĕçне хăнăхнă, Шупашкарти учительсен институтĕнче вĕреннĕ.1940 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ, анчах çулталăкран чире пула каялла киле янă. Çавăн чухне ăна Первомайскинчи "Коммунар" хаçат редакцине ответлă секретаре ĕçе илнĕ.
Редактор ĕçĕнче пысăк опыт пухнă çынна 1944 çулта Чăваш парти обкомне, пропагандăпа агитаци пайĕн инструкторне куçараççĕ. Тата каярахпа вăл Чăваш радиокомитечĕн Председателĕн заместителĕ, кĕнеке издательствин редакторĕ пулнă. В.И.Давыдов çинчен нумай çырса кайма пулать. Вăл - чăваш халăх поэчĕ, 40 кĕнеке авторĕ, "Халăхсен туслăхĕ" орден кавалерĕ, чылай чыслă ятсемпе премисене тивĕçнĕ. Василий Иванович 2010 çулхи сентярĕн 8-мĕшĕнче çĕре кĕчĕ. Пурăннă чухне Василий Иванович час-часах района килсе çỹренĕ, редакцине кĕре-кĕре тухнă. Эпĕ хам та районта ĕçленĕ чухне нумай хутчен ăна кĕтсе илнĕ, ăсатса янă.
Ытти çулсенче çаксем редакторта ĕçленĕ: Г.И.Петров, 2.03.1944 - 29.08.1946; М.Ф.Сорокин, 5.09.1946 - 24.07.1952 (Çак хушăра пĕр тапхăр: Иван Алексеевич Чудаков (Первомайски), Николай Дмитриевич Косойкин (Турхан); Н.А.Тукмаков, 1952, июль-октябрь.
Николай Александрович Николаев, 12.10.1952-13.11.1955. Вăл Нăрваш Шăхалĕнче çуралнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен тата Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, минометчик пулнă, урине йывăр амантнă. Редакцине киличчен Турханти тата Нăрваш Шăхалĕнчи шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. "Коммунар" хыççăн - Первомайски парти райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕ, Турханти вăтам шкул директорĕ, Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" колхоз председателĕ. Тивĕçлĕ канăва учительтен кайнă.
1959 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн Первомайски районне пĕтернĕ, унăн пысăк пайне Патăрьел районĕпе пĕрлештернĕ, чикĕ хĕрринчи хăш-пĕр ялĕсене Улатăр, Йĕпреç тата Комсомольски районĕсене кĕртнĕ. Çак уйăхăн 23-мĕш кунĕнче "Коммунар" хаçатăн юлашки номерĕ тухнă. Чĕрĕк ĕмĕрте вăл 2246 хут кун çути курнă. Ку вăхăтра редакторта Нăрваш Шăхаль чăвашĕ Илья Александрович Степанов ĕçленĕ. Пăрахăçланă район кадрĕсене кỹрентерес мар тесех пулĕ, çавăн хыççăнах И.А.Степанова Патăрьел районĕнчи "Авангард" хаçат редакторĕ пулма çирĕплетнĕ. Унта ĕçлекен редактора Михаил Иванович Иванова редакцин яваплă секретарьне куçарнă. Çĕнĕ вырăнта Илья Александрович çулталăк вĕçлениччен ĕçленĕ, ун хыççăн Шупашкара куçса кайнă, нумай çул Чăвашрадио редакцинче ĕçленĕ. Района командировкăна килсен вăл та кашнинчех редакцине кĕрсе тухатчĕ. И.А.Степанов вăхăтĕнче Елабугăри библиотека техникумĕнчен вĕренсе тухнă, ял Совет секретарĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Демобилизаци хыççăн "Коммунар" хаçатра яваплă секретарьте ĕçленĕ. 1948-1952 çулсенче Первомайски ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш, унтан пĕрремĕш секретарĕ пулнă. 1952-1955 çулсенче Мускавра комсомол Аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Ăна пĕтернĕ хыççăн "Коммунар" хаçат редакторĕ пулма çирĕплетнĕ.
"Коммунар" хаçат Патăрьел район историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Унăн страницисенче паллă чăваш писателĕсемпе поэчĕсем, журналисчĕсем хăйсен сăвă-калавĕсене, заметкисене пичетлесе калемĕсене çивĕчлетнĕ. Çав шутра, чăваш халăх поэчĕсем Геннадий Айхипе Николай Исмуков, Ваçлей Игнатьев çыравçă тата ыттисем те. "Авангард" хаçатра ĕмĕрĕпе (çав шутра тĕп редакторта 19 çул) ĕçленĕ Турхан чăвашĕ А. А.Салмин та вăхăтĕнче хăйĕн хайлавĕсене малтан "Коммунар" хаçата çырса тăнă.
Вĕçĕ пулать.