Депутатсемпе предпринимательсем турнирта та тĕп вăй

Категория: Публикации Опубликовано: 12.02.2021, 10:19 Просмотров: 398

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне кашни канмалли кунах спортсменсемпе сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем пуçтарăнаççĕ. Вĕсем волейболла выляççĕ, тренажер залĕнче хул-çурăмне пиçĕхтереççĕ, бассейнра ишсе вăй-хăват пухаççĕ. Иртнĕ эрнере çеç сывлăх ушкăнĕн хастарĕсем, Патăрьел ял тăрăхĕн депутачĕсем А. Паймулин, А.Мордяков, район центрĕнчи В. Елкин, А. Соловьев, А. Анюров, А. Григорьев, А. Филиппов, Д. Ялуков, В. Алексеев, Д. Кополухин предпринимательсем тăрăшнипе волейбол турнирĕ йĕркеленĕ. Тупăшăва сакăр команда хапăл тунă. Çивĕч кĕрешỹре "Патăрьел çамрăкĕсен" команди (тренерĕ -Дмитрий Сегов) пуринчен те выляса илнĕ, пĕрремĕш вырăн йышăннă. "Сывлăх ушкăнĕ -1" - иккĕмĕш, "Сывлăх ушкăнĕ -3" - виççĕмĕш вырăнсенче.

Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çулталăк тăршшĕпе тĕрлĕрен спорт тупăшăвĕпе 40 ытла турнир иртет. Январьте çеç Патăрьелĕнчи ФСК йĕркеленипе 17 ăмăрту пулнă, вĕсене 1600 ытла спортсмен хутшăннă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика