Ял хуçалăхĕнче производство объекчĕсене инвестици проекчĕсен пулăшăвĕпе çĕклес тата çĕнетес ыйтăва татса парас тĕллевпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Патăрьел район администрацийĕн ертỹçисемпе тата ял хуçалăх таварĕ туса илекенсемпе тĕл пулнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов 2021-2025 çулсенче аграринче 1,1 млрд тенкĕлĕх 42 инвестици проектне ĕçе кĕрме тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче фермер хуçалăхĕсем грант пулăшăвĕпе усă курса пурнăçлакан бизнес-проектсем аван аталанса пынине палăртма кăмăллă.
"Пирĕн республикăн стратегилле аталану планĕ пур, унта кашни район аграри енĕпе пурнăçа кĕртмелли инвестици проекчĕсене йышăннă. Вĕсене ăнăçлă реализацилес тата патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес тесен тата ытларах ĕçлемелле", - тенĕ Сергей Артамонов проекта çĕнĕ плансем хушма сĕннĕ май.
Министрăн пĕрремĕш çумĕ Марина Загребаева грант пулăшăвĕпе пурнăçлакан проектсен условийĕсене çирĕп пăхăнмалли пирки каланă. Çавăн пекех вăл патшалăх сĕнекен укçа-тенкĕ харпăр хăй çине илнĕ обязательствăсемшĕн яваплăха ỹстермеллине те асăннă.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |