Февралĕн 13-мĕшĕнче, шăматкун, çĕршывĕпех, вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2021" чупу иртет. Патăрьел,Тăрăн тата Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсенче пурăнакансен тата кунти организаци-предприяти, учреждени представителĕсен Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадиона пуçтарăнмалла. Чупăва 12 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Çавăн пекех кашни ял тăрăхĕнчех çак мероприятие йĕркелеме палăртнă. Коронавирус пандемине пула кăçал старта 65 çултан кĕçĕнреххисем çеç тăрĕç.
(Йĕркелỹ комитечĕ)