Валентина ЯКОВЛЕВА, Туçари вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен:
- Февралĕн 14-мĕшĕнче паллă тăвакан Юратакансен кунĕ пирĕн çĕршывра нумай пулмасть, çирĕммĕш ĕмĕрĕн юлашки çулĕсенче, йăлана кĕчĕ темелле. Эпир çамрăк чухне ун пек йăла пулман. Историе аса илес пулсан çак традици хăйĕн тымарĕпе авалхи римлянсен язычество тĕнĕпех çыхăннă теççĕ.
Çветтуй Валентин историйĕ пирки урăхла калани те пур. Кĕлĕ асамлăхĕпе çынсене чĕртнĕ таса чунлă çынна Христос вĕрентĕвне ĕненнĕшĕн тĕрмене хупнă. Унта вăл ахаль ларман, суккăр хĕре кĕл туса сыватнă. Юлашкинчен çамрăксен туйăмĕ таса юратăва куçнă, анчах ăна нумайлăха упрайман. Сиплевçе февралĕн 14-мĕшĕнче асаплантарса вĕлернĕ, икĕ чĕре хушшинчи юрату хĕлхемне ĕнентерекен çыру çеç упранса юлнă... Акă ăçтан тухнă паян шкулсенче, коллективсенче пĕр-пĕрне пĕчĕк чĕресем - валентинкăсем - парнелесси. Кăçал çак кун вырсарникуна лекет. Çавăнпа та ачасем те, аслисем те хăйсен ырă та таса туйăмĕсене алăран тыттараймасан та Интернет уçлăхĕнче вĕçтерме май тупĕç. Çак йăла пире пĕр-пĕрне юратма, ырă сунма çеç вĕренттĕр.
Валентин НИКИТИН, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 9 в класра вĕренекен:
- Пирĕн шкулта арçын ачасенчен "Валентин" ятлисем çукпа пĕрех. Çавăнпа та эпĕ Юратакансен уявĕнче хама çуралнă кунхи пекех туятăп. Пĕрле вĕренекенсем, тус-юлташсем, тăвансем, Мускавра пурăнакан аппан çемйи ман ятпа ăшă саламсем яни маншăн питĕ кăмăллă. Районти ачасен искусство шкулĕнчи музыка уйрăмĕнче вĕреннĕ май, унти коллективра та çулсеренех пĕр-пĕрне саламлатпăр, валентинкăсемпе савăнтаратпăр, пĕчĕк парнесем тăватпăр.
Февралĕн 14-мĕшĕ - пирĕн çемье уявĕсенчен пĕри. Яланхи пекех анне ирпе ирех тутлă çимĕç пĕçерет, сĕтел хатĕрлет. Аттепе анне мана куçа уçнă-уçманах уявпа саламлаççĕ. Эпĕ хам та вĕсене, тăвансене, пĕрле вĕренекенсене пурне те чун-чĕререн юрататăп, çутă телей, ырă малашлăх сунатăп. Юратакансен кунĕнче сирĕн ăшă та ырă саламсем нумай пулччăр.
А. ЕГОРОВА калаçнă.
Ноябрь 2024 |