Сывă пурнăç – ăнăçу никĕсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.02.2021, 09:52 Просмотров: 425

Иртнĕ шăматкун, февралĕн13-мĕшĕнче, пирĕн çĕршыври пин-пин çын йăлана кĕнĕ чупăва хутшăнчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕн халăхĕ те йĕлтĕр çине тăчĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2021» кашни ял тăрăхĕнчех иртнĕ. Патăрьелĕнчи «Паттăр» стадиона Патăрьел, Тăрăн, Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕсенчи сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем пуçтарăннă. Спорт мероприятине пухăннисене Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов,  ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе «Паттăр» ФСК директорĕ Алексей Краснов саламланă, ăмăрту пурин кăмăлне те çĕклессе шаннине пĕлтернĕ.

Массăллă чупăва хутшăнакансем тĕрлĕ дистанцие парăнтарнă. Мала тухнисене дипломсемпе тата медальсемпе чысланă.

А. Иванов

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика